АУ «РЕДАКЦИЯ УРМАРСКОЙ РАЙОННОЙ ГАЗЕТЫ "ХĔРЛĔ ЯЛАВ" ("КРАСНОЕ ЗНАМЯ") МИНИНФОРМПОЛИТИКИ ЧУВАШИИОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ

Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Хĕрарăм - çемье ăшши

18 ноября 2015 г.

Хĕрарăм - çемье ăшши

Иртнĕ кунсенче район администрацийĕн вĕрентÿпе çамрăксен политикин пайĕн лару залĕнче «Чăваш Ен хĕрарăмĕсен пĕрлĕхĕ» обществăлла организацийĕн Вăрмар районĕнчи хĕрарăмсен уйрăмĕн ларăвĕ иртнĕ.

Ăна унăн председателĕ Е.Николаева уçнă. Çавăн пекех ларăва район администрацийĕн ЗАГС пайĕн начальникĕ В.Волкова, ял тăрăхĕсенчи хĕрарăмсен канашĕн председателĕсем, çÿлерех асăннă обществăлла организацийĕн членĕсем Г.Петрова, Н.Дмитриева тата ытти яваплă çынсем хутшăннă.

Чи малтанах «Чăваш Ен хĕрарăмĕсен пĕрлĕхĕ» обществăлла организацийĕн Вăрмар районĕнчи хĕрарăмсен уйрăмĕн председателĕ Е.Николаева 2015-2020 çулсенче пурнăçламалли ĕç планĕпе тĕплĕн паллаштарчĕ. Вăл çавăн пекех хĕрарăмсен канашĕ пурнăçламалли программăсем çинче чарăнса тăчĕ. Вĕсем: «Çирĕп çемье - патшалăх тĕрекĕ», «Культура, ырă-сывă пурнăç йĕрки, культура аталанăвĕ», «Социаллă хÿтлĕх парасси» тата ытти те. Елена Ильинична палăртнă тăрăх, çемье çирĕплĕхĕ, ачалăха сыхласси хĕрарăмсен канашĕн чи пирвайхи тĕллевĕ. Вăл çавăн пекех Чăваш Ен хĕрарăмĕсен Канашĕн XXVII съездĕнче мĕнлерех задачăсене палăртни çинче чарăнса тăчĕ, унта палăртнă решенисене пурнăçа кĕртмеллине каларĕ.

Ларура «Чăваш Ен хĕрарăмĕсен пĕрлĕхĕ» обществăлла организацийĕн Вăрмар районĕнчи хĕрарăмсен уйрăмĕн 2016 çулта пурнăçламалли планне çирĕплетнĕ, социаллă пĕлтерĕшлĕ проектсене пурнăçлама комисси йĕркеленĕ, вĕсен председателĕсене çирĕплетнĕ. Хĕрарăмсен районти уйрăмĕн членĕсем Г.Петрова, В.Волкова, Н.Дмитриева хĕрарăмсен канашĕн ĕç планне кĕртме кирлĕ сĕнÿ-канаш панă.

Ларура çавăн пекех райадминистрацин ЗАГС пайĕн начальникĕ В.Волкова тухса калаçнă. Чăваш Ен хĕрарăмĕсен пĕрлĕхĕн социаллă пĕлтерĕшлĕ проекчĕсене пурнăçлассипе пирĕн районти хĕрарăмсен уйрăмĕн канашĕ те пысăк активлăхпа хутшăннине, çемье институтне аталантарассипе, çамрăк ăрăва тĕрĕс воспитани парассипе, демографи лару-тăрăвне лайăхлатассипе, амăшне тата ачалăха хÿтлĕх парассипе чылай ĕç туса ирттернине палăртрĕ, хĕрарăмсен районти канашĕн çĕнĕ составне ăнăçусем сунчĕ. Ларăва хутшăннисем кашниех çак ĕçре кирлĕ методика материалĕсем илчĕç.

 

Источник: "Урмарская районная газета"

Первоисточник: З.ПАВЛОВА

Мой МирВКонтактеОдноклассники

Яндекс.Метрика

 

Система управления контентом
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика