АУ «РЕДАКЦИЯ УРМАРСКОЙ РАЙОННОЙ ГАЗЕТЫ "ХĔРЛĔ ЯЛАВ" ("КРАСНОЕ ЗНАМЯ") МИНИНФОРМПОЛИТИКИ ЧУВАШИИОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ

Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Пĕр-пĕрне шансан кăна малашлăхра ÿсĕм пулĕ

18 ноября 2015 г.

Пĕр-пĕрне шансан кăна малашлăхра ÿсĕм пулĕ

Районти ăнăçлă аталанса пыракан предприятисенчен пĕри - «Вăрмарти механика завочĕ» акционерсен уçă обществи. Вăл иртнĕ ĕмĕртенпех курăмлă ĕçлесе пыни куç кĕретех. Çакна эпир хамăр хаçатра та тăтăшах çутатса тăратпăр. Вулакансем те, унта тÿрремĕнех саккас ыйтăвĕсемпе каякансем те унăн пархатарлă ĕçĕ-хĕлĕ кил хуçалăха тытса пыраканшăн уйрăмах пысăк пĕлтерĕшлĕ пулнине ăнланаççĕ.

Вĕсен ыйтăвĕсене тивĕçтерекенсем - ку хутĕнче сăмахăм кунта вăй хуракан сварщиксем пирки пулĕ. Хĕрсе ĕçленĕ вăхăт тĕлнех лекрĕм, сварка аппарачĕпе пĕр детель çумне тепĕр детальне çыпăçтарать Геннадий Александров сварщик. Каçару ыйтрăм - чăрмантарма тиврĕ. Хаçатра ĕçленĕ май манăн ун патне ыйтусем сахал мар пулчĕç. Пирваях ăна хăйĕн пурнăçĕнчи самантсем çинче чарăнса тăма ыйтрăм. «Малтанласа Шупашкар хулинче 6 уйăх сварщике вĕрентĕм. Тăван колхозра практикăра пултăм. 1995 çулта механика заводĕнче хамăн специальноçпа ĕçлеме пуçларăм. Анчах та юратнă ĕçре нумай ĕçлеме май килмерĕ. (Сăлтавне асăнмарĕ.) Çапах та паянхи кун асăннă предприятире 7 çул сварщик пулса вăй хуратăп. Халĕ акă саккаспа хапха, карта деталĕсене, çавăн пекех Мускавран ыйтакан саккаспа та ĕçлетпĕр - лифтăн уйрăм пайĕсене сварка аппарачĕпе çыпăçтаратпăр. Тутăхман тимĕртен тĕрлĕ калăпăшлă савăтсем, коптилкăсем тата ытти япаласем те хатĕрлетпĕр. Чăн та, хамăн ĕçе питĕ юрататăп. Эпĕ ăна чунпах парăннă çын тесе калассăм килет. Çавăнпа та çамрăк ăрăва çак профессие суйлама сĕнетĕп». Çапла, урăхла пулма та пултараймасть ĕнтĕ вăл хăйĕн ĕçне юратса пурнăçлаканăн. Сăмах май, унăн шăллĕ Сергей Александров та кунтах тăрăшать. Вăл та пиччĕшĕ пекех хăйне шанса панă ĕçне тÿрĕ кăмăлпа, яланах вăхăтра пурнăçласа пырать. Апла çамрăксенче - малашлăх, тетпĕр. Вĕсем вара ĕçре пысăк опыт пухнă аслă çынсенчен вĕренсе пыраççĕ. Пĕрне-пĕри ăнланса, килĕштерсе ĕçлеççĕ. Ун чух кăна çитĕнÿ пулать.

 

Источник: "Урмарская районная газета"

Первоисточник: И.АНТОНОВА

Мой МирВКонтактеОдноклассники

Яндекс.Метрика

 

Система управления контентом
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика