14 ноября 2015 г.

Çулсемсĕр пурнăç çук, тетпĕр. Акă, юлашки çулсенче уйрăмах та яллă вырăнсенчи çул-йĕрсене хăтлăх кĕртессипе чылай ĕç пурнăçларăмăр. Çак ĕç 2015 çулхи февралĕн 16-мĕшĕнчи Чăваш Республикинчи Министрсен Кабинечĕн 31-мĕш номерлĕ Хушăвĕпе килĕшÿллĕн пурнăçланса пырать. Кăçал та ку енĕпе тăрăшса вăй хутăмăр.
Арапуç ял тăрăхне Арапуç тата Çĕнĕ Кавал ялĕсем кĕреççĕ. Паянхи кун пирĕн тĕллев ĕнтĕ вăл асăннă ялсенче çул-йĕрсене вак чул сарса хытарасси пулса тăрать. Çакна пурнăçламашкăн эпир «Дорстрой» тулли мар яваплă обществăпа муниципаллă килĕшĕве пĕр-пĕрин хушшинче çирĕплетрĕмĕр. Халĕ ку енĕпе ĕçсем кал-кал пыраççĕ. Калас пулать, чи малтанах Арапуçĕнчи Николаев, Чапаев урамĕсенче, çавăн пекех Çĕнĕ Кавал ялĕнчи урамсене - пĕтĕмĕшле илсен 900 метр тăршшĕ тăсăлакан çул-йĕре вак чул саратпăр, ялсен сăн-сăпатне тирпей-илем кĕртессишĕн, çынсен хăтлăхĕшĕн тăрăшатпăр. Çак ĕçсене тумашкăн пĕтĕмпе планпа 5 млн та 544 пин те 546 тенкĕ уйăрнă пулсан, паянхи кун тĕлне 4 млн та 259 пин те 309 тенкĕлĕх ĕçсене пурнăçланă.
Нумай пулмасть палăртнă ĕç объекчĕсенче район администрацийĕн пуçлăхĕ А.Тихонов пулса кунти çул-йĕр строительствин ĕçĕ-хĕлĕпе паллашрĕ, çулсене хăтлăх кĕртесси пурăнакансемшĕн çав тери пысăк пĕлтерĕшлĕ пулнине асăнчĕ. «Çĕнĕ Кавал ялĕнче пурăнакансем те такăр çулпа яланах çÿреччĕр, ялти çулпа пĕр чăрмавсăрах çăмăл автомашинăпа кĕрсе тухма пултарччăр», - пĕтĕмлетет сăмахне мал ĕмĕтлĕн Александр Иванович.
Çакна шанма сăлтавĕ те пур - кăçал республикăра район шайĕнчи çулсене тума тата вĕсене тĕпрен юсама пĕтĕмпе 536842,078 тенкĕ уйăрнă.
Источник: "Урмарская районная газета"
Первоисточник: А.АГЕЕВ