07 ноября 2015 г.

РФ ШĔМĕн муниципалитетсем хушшинчи «Урмарский» уйрăмĕнче пĕтĕмпе 89 сотрудник вăй хурать, вĕсенчен 59-шĕ пирĕн районта, ыттисем - кÿршĕллĕ Тăвай районĕнче. Тĕп тĕллев - обществăри йĕркелĕхе тытса пырасси, граждансене право йĕркине ан пăсчăр тесе кирлĕ мероприятисем ирттересси, преступленисене уçса парасси.
Çавăнпа та йĕркелĕх хуралĕнче тăракансен ĕçĕ нумай енлĕ те яваплă. Хăйĕн тивĕçне тÿрĕ кăмăлпа пурнăçлакана хавхалантарни те пĕлтерĕшлĕ. Çĕршывра 98 çул каялла йĕркеленнĕ Шалти ĕçсен органĕсен ĕçченĕсене ноябрĕн 10-мĕшĕнче чыслаççĕ.
Кăçал та çак кун РФ ШĔМĕн муниципалитетсем хушшинчи «Урмарский» уйрăмĕн сотрудникĕсене, ветерансене уяв ячĕпе ирттернĕ канашлура уйрăм начальникĕ И.Константинов, Вăрмар район пуçлăхĕ - район депутачĕсен Пухăвĕн председателĕ М.Пуклаков, район администрацийĕн пуçлăхĕн ячĕпе район администрацийĕн организаципе контроль тата кадрсемпе ĕçлекен пайĕн начальникĕ Н.Павлов, район прокурорĕ Е.Краснов, Мăнçырмари Тихвински Турамăш Турăшĕн чиркĕвĕн настоятелĕ протоиерей Леонид атте саламларĕç, пурте вĕсем шалти ĕçсен тытăмĕнче вăй хуракансен ĕçĕ çăмăл маррине, темле пулсан та ăна тивĕçлĕ шайра пурнăçлани çинчен каларĕç. Саламлă сăмахсем хыççăн муниципалитетсем хушшинчи «Урмарский» уйрăмĕн районти сотрудникĕсене Вăрмар район пуçлăхĕ - район депутачĕсен Пухăвĕн председателĕ М.Пуклаков дознани ушкăнĕн начальникне Е.Алексеевана, штаб инспекторне Н.Александровăна, В.Димитриев водителе тивĕçе тÿрĕ кăмăлпа пурнăçланăшăн Хисеп грамотисем пачĕ.
Райадминистрацин организаципе контроль тата кадрсемпе ĕçлекен пай пуçлăхĕ Н.Павлов район администрацийĕн пуçлăхĕ ячĕпе РФ ШĔМĕн муниципалитетсем хушшинчи «Урмарский» уйрăмĕн начальникне И.Константинова, административлă законодательствăна пурнăçлас енĕпе ĕçлекен инспекторне М.Федорова, конвой полицейскине С.Елакова, тĕл пенĕшĕн А.Николаева, С.Нягина Хисеп грамотисем парса чысланă. Уйрăм начальникĕ И.Константинов уголовлă шырав отделенийĕн уйрăмĕн начальникне Ю.Кузнецова вырăнти Хисеп грамоти панă. РФ ШĔМĕн ведомствăн «Службăра палăрнăшăн» медаль виçĕ степеньрен тăрать. Министерство приказĕпе çак наградăсене тивĕçнĕ сотрудниксене Игорь Геннадьевич вĕсен кăкăрĕ çине çакса ячĕ. Пĕрремĕш степеньлĕ медальсене А.Михайлов, С.Казаков, А.Петров, иккĕмĕшлĕ степеньлине А.Софронов, виççĕмĕш степеньлине А.Михайлов ?ÿкерчĕк çинче% офицерсем тивĕçрĕç.
Канашлăва çавăн пекех Тăвай районĕнчи шалти ĕçсен пайĕнчен тивĕçлĕ канăва тухнă сотрудниксем те хутшăнчĕç.
Канашлу хыççăн çак мероприятие хутшăннисем шалти ĕçсен службинче хăйсен тивĕçне пурнăçласа пуç хунă сотрудниксене асăнса лартнă палăк умне чĕрĕ чечексем хучĕç.
Источник: "Урмарская районная газета"
Первоисточник: М.СИНИЧКИНА