14 ноября 2015 г.

Перекет банкĕ çĕршывăн чи пĕлтерĕшлĕ финанс институчĕ пулнă май, вăл çĕршыв, регион, район экономикине аталантарса çирĕплетес ĕçре пысăк тÿпе хывать. Районпа илес пулсассăн, çак ĕçе РФ Перекет банкĕн Чăваш Енри Çĕрпÿ уйрăмĕн Вăрмарти 8613Ÿ0327 хушма офисĕн ĕçченĕсем ăнăçлă пурнăçлаççĕ.
Çирĕммĕш ĕмĕрти пĕр паллă политик «Кадрсем пĕтĕмпех татса параççĕ», - тесе калани классикăна кĕнĕ. Ахальтен мар - ку чăнах та çапла. РФ Перекет банкĕн хушма офисĕнче ĕçлекенсем хăйсен ĕçне пĕлсе те тÿрĕ кăмăлпа пурнăçлаççĕ, кунта килекенсене ăшă кăмăлпа йышăнса кĕске вăхăтра вĕсен ыйтăвĕсене тивĕçтереççĕ. Кашни çамрăкăнах çакă пур енлĕн те туллин пулаймасть, хăш-пĕр чухне вара канаш ыйтма кунта халăх ыйтăвĕсене тивĕçтерес енĕпе ĕçлекен аслă менеджер - Валентина Георгиевна Васильева ?ÿкерчĕк çинче% патне пыраççĕ.
Валентина Георгиевна халăха укçа-тенкĕпе тивĕçтерекен системăна Кĕтеснер ялĕнчи вăтам шкултан вĕренсе пĕтернĕ хыççăнах кÿлĕннĕ. Хăйĕн ĕç биографине 1981 çулта СССР Патшалăх банкĕн районти уйрăмĕн пайĕнче стажертан пуçланă. Малашлăха пăхакан хĕр куçăмсăр майпа Хусанти «Учетпа кредит» техникумĕнче вĕренсе алла профессионаллă финанс ĕçченĕ çинчен калакан диплома илнĕ. Çак хушăрах ачасемпе декрет отпускĕнче лармалла та пулнă, вĕсем мăшăрĕпе - Геннадий Николаевичпа икĕ хĕр çуратса пурнăç çулĕ çине тăратнă.
1986 çултан пуçласа Валентина Георгиевна Вăрмарти перекет банкĕн уйрăмĕнче (ун чухне СССР та арканман, пăлхаварлă иртнĕ ĕмĕрĕн 90-мĕш çулĕсенче ячĕсем те улшăннă) ĕçлеме тытăннă. Çитес çулхи апрельте вăл кунта ĕçлеме пуçланăранпа 30 çул çитет. Хисеп хучĕсем, тав çырăвĕсем сахал мар унăн. Çапах та хăйĕн ĕçне мĕнле пĕлсе те тĕплĕн, çынсемпе ырă пулни çинчен шухăшсемпе сĕнÿсене çырса хăвармалли кĕнекерен лайăх курăнать. Пĕр тĕслĕх çеç: «Эпĕ çак хушма офисра ĕçлекен В.Васильевăна клиентсемпе тимлĕ пулнăшăн, хăйĕн ĕçне тивĕçлĕ пурнăçланăшăн, ăшă кулăшăн, ыркăмăллăхшăн тав тăватăп». 07.08.2015, И.Варфоломеева. Çак йĕркесен авторĕн хушмалли урăх сăмах та çук.
Источник: "Урмарская районная газета"
Первоисточник: В.ТОЛМАТОВ