АУ «РЕДАКЦИЯ УРМАРСКОЙ РАЙОННОЙ ГАЗЕТЫ "ХĔРЛĔ ЯЛАВ" ("КРАСНОЕ ЗНАМЯ") МИНИНФОРМПОЛИТИКИ ЧУВАШИИОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ

Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Обществăри тăнăçлăхшăн ĕçлетпĕр

11 ноября 2015 г.

Обществăри тăнăçлăхшăн ĕçлетпĕр

Преступлени тăвассине хирĕç профилактика ĕçĕсем туса ирттересси ăна уçса парассинчен çăмăлрах. Çавăнпах ĕнтĕ РФ ШĔМĕн муниципалитетсем хушшинчи «Урмарский» уйрăмĕ кăçалхи 10 уйăхри ĕçĕнче çакă тĕпре пулнă. Паллах, преступленисене кĕске вăхăтра уçса парасси, çынсене хÿтĕлесси, полици сотрудникĕсен службăри дисциплинине çирĕплетесси те хыçа тăрса юлман.

Патшалăх пулăшăвĕ, уйрăмах электронлă вариантпа парасси çине те пысăк тимлĕх уйăрнă. Полици ĕçĕ-хĕлĕпе «Хĕрлĕ ялав» хаçат урлă, уйрăм çынсемпе тĕл пулнă вăхăтра, пĕрлехи информаци кунĕсенче паллаштарсах тăнă. 10 уйăх хушшинче уйрăмах патшалăх пулăшăвĕ илме 959 ыйтса çырни килнĕ, вĕсенчен тĕрлĕ лицензисем илес пирки 377 заявлени (211-шĕ электронлă вариантпа), ГИБДД пайĕ йĕркене административлă майпа пăсни çинчен 412 справка, çавăн пекех судпа айăпланă е айăпланманни çинчен те 167 справка панă, дактилоскопи учетне 3 гражданина тăратнă. Ĕç калăпăшĕ ÿснĕ пулин те, районти криминаллă лару-тăрăва тивĕçлĕ шайра тытса тăнă. Преступленисен шайĕ ÿсменни шалти ĕçсен уйрăмĕ активлă та çине тăрса ĕçлени çинчен калать. Уйрăм пăхса тăракан территорире иртнĕ çулхи çак тапхăрпа танлаштарсан преступленисен йышĕ 180-ран 173 таран чакнă (3,9 процент). Вĕсенчен 146-шне уçса панă (пĕлтĕр - 120). Процентпа илес пулсассăн çак кăтарту 84,4 процент (пĕлтĕр - 66,7 процент). Йывăр преступленисене уçса парасси 15 процент, пĕлтĕрхи 75 процентран 90,0 процент таран ÿснĕ. Вăтам йывăрăш преступленисене уçса панă кăтартусем çакăн пек - 66,7 процентран 74,7 процента çитнĕ. Йывăр преступленисене уçса парасси те лайăхланнă ÿсĕм - 84,7 процентран 93,2 процент таран. Ытти тĕрлĕ преступленисене уçса парас кăтарту та пĕлтĕрхи çак тапхăртан лайăхрах: ют пурлăха вăрлассипе çыхăннă преступленисене уçса парасси 59,6 процентран 67,9 процента, вăрлассине уçса парасси 48,6 процентран 60,5 процента, хваттерсенчен вăрласси 75,0 процентран 83 процента çитнĕ. Улталассипе çыхăннă преступленисене 100 процент таран уçса панă.

Çын вĕлернипе, сывлăха йывăр тата вăтам сиен кÿнипе тата хĕненипе, вĕлерессипе хăратнипе, автотранспорт хатĕрĕсене хăваласа кайнипе, çаратнипе, улталанипе, коррупципе çыхăннă пур преступление те уçса панă. Тивĕçлĕ мерăсем йышăннине пула Вăрмар район территорийĕнче çынна мăшкăлланă, хурахла, хулиганла ĕçсем туни, укçа-тенкĕ хăратса ыйтни, дача çурчĕсенчен пурлăха, кĕсьесенчен япаласем вăрлани, хĕç-пăшалпа, сирпĕтекен тата вĕсем евĕр хатĕрленĕ муляжсемпе усă курса тунă преступленисем пулман. Çавăн пекех террористла тата экстремизмла преступленисем те туман.

Çÿлерех асăнтăмăр ĕнтĕ - преступленисем тăвассине хирĕç профилактика ĕçĕсем туса ирттересси пирĕн уйрăм ĕçĕнче пĕлтерĕшлисенчен пĕри. Çак тĕлĕшпе районта йĕркелĕхе пăсассине хирĕç профилактика ирттерес енĕпе тĕллевлĕ программа ĕçлет. Ăна пурнăçа кĕртме йĕркелĕхе сыхлакан органсенче тата профилактика ĕçĕсем ирттерекен субъектсенче тăрăшакан пур ĕçчен те хутшăнать. Çавăн пекех çак ĕçе районти хăй тытăмлăх органĕсене те явăçтаратпăр. Пĕрле çыхăнса ĕçленине пулах ĕнтĕ обществăлла вырăнсенче, урамсенче лару-тăру чылай лайăхрах, çак вырăнсенче тунă преступленисен шучĕ чаксах пырать. Саккуна пăсса хĕç-пăшал çаврăнăшĕпе усă курса тăвакан преступленисене чарса лартас тĕлĕшпе туса пыракан ĕç те курăмлă - 10 уйăх хушшинче 52 хĕç-пăшал туртса илнĕ. Граждансем хăйсен ирĕкĕпе ниçта та регистрацилемен 4 хĕç-пăшал, 50 патрон тавăрса панă. Çакăншăн вĕсене 6 пин те 500 тенкĕ укçан парса хавхалантарнă.

Хăш-пĕр çитменлĕхсем çинчен те каласа хăвармаллах. Профилактика системин субъекчĕсемпе таччăн çыхăнса ĕçлетпĕр пулин те, кăçалхи 10 уйăхра ачасемпе çамрăксем тăвакан преступленисен йышĕ çапах та ÿснĕ - çакăн пек 16 тĕслĕх регистрациленĕ.

Наркотикăн тата çавăн евĕр хутăшсен çаврăнăшне чарса лартас енĕпе те ĕçе вăйлатмалла. Чăнах та полици сотрудникĕсен ĕçĕнче хăш-пĕр çитменлĕхсем пур, çавăнпа та вĕсене пĕтерес тесе пур енлĕн тăрăшатпăр, ĕçри кăтартусем ÿсчĕр тесе çине тăратпăр, халăх шаннине тÿрре кăларасси пирĕншĕн питĕ пĕлтерĕшлĕ.

Çирĕплетсех каламалла, РФ ШĔМĕн муниципалитетсем хушшинчи «Урмарский» уйрăмĕ обществăри тăнăçлăха, оперативлă лару-тăрăва йĕркелесе тăма пултарать. Çакна туса ирттерме вырăнти хăйтытăмлăх органĕсемпе пĕр-пĕрне ăнланса ĕçлени те пулăшса пырать.

Полици сотрудникĕсемпе ветеранĕсем! Сире хамăрăн професси уявĕпе чĕререн саламлатăп. Малашне те хăвăр ĕçĕре пĕлсе те яваплăха туйса пурнăçласса шанатăп. Çирĕп сывлăх, телей, ĕçре пысăк çитĕнÿсем сунатăп.

 

Источник: "Урмарская районная газета"

Первоисточник: Ю.МИХЕЕВ

Мой МирВКонтактеОдноклассники

Яндекс.Метрика

 

Система управления контентом
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика