АУ «РЕДАКЦИЯ УРМАРСКОЙ РАЙОННОЙ ГАЗЕТЫ "ХĔРЛĔ ЯЛАВ" ("КРАСНОЕ ЗНАМЯ") МИНИНФОРМПОЛИТИКИ ЧУВАШИИОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ

Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Çитĕнÿре ĕçченсен тÿпи пысăк

11 ноября 2015 г.

Çитĕнÿре ĕçченсен тÿпи пысăк

«Урмарская» ăратлă кайăк-кĕшĕк фабрики» акционерсен уçă обществи районти ялхуçалăх предприятийĕсенчен чи пысăккисенчен пĕри. Çак кунсенче район администрацийĕн пуçлăхĕ А.Тихонов унти ĕç-хĕлпе паллашнă.

Кунта халĕ ытларах «Линдовский» ăратри хурсем, аш-какай валли «Конкурент-3» чăхсем, «Белая широкогрудная» ăратри кăрккасем çитĕнтереççĕ. Паянхи кун тĕлне хуçалăхра 97988 пуç тĕрлĕ кайăк-кĕшĕк усраççĕ, вĕсенчен 2 млн та 655 пин çăмарта илнĕ, пĕлтĕрхи çак вăхăтрипе танлаштарсан кăтарту 25,8 процент ÿснĕ. Кăçалхи 9 уйăхра фабрика кассине туса кăларнă продукцие вырнаçтарнипе 64 млн та 285 пин тенкĕ кĕнĕ.

Çакăнта кунта тăрăшакан ĕçченсен тÿпи пысăк. Кашни çулах ĕçре палăрнисем - Акатуйра - и е урăх чаплă лару-тăрура иртекен мероприятисенче Хисеп хучĕсемпе ытти наградăсене, парнесене тивĕçеççĕ. Акă, кăçал ял хуçалăх тата тирпейлекен промышленноç ĕçченĕсен кунĕнче хур пăхакан А.Герцен Чăваш Республикин Ял хуçалăх министерствин Хисеп грамотине тивĕçрĕ (ÿкерчĕк çинче).

Хуçалăх кашни çулах республикăра, унăн тулашĕнче пурăнакансене чĕпсемпе тивĕçтерет. Халĕ кунта пĕтĕмпе 128 çын вăй хурать. Чăх-чĕп сывлăшпа çитĕнмест, çавăнпа та вĕсем валли кирлĕ тĕш тырăна хуçалăх çĕрĕ çинчех çитĕнтереççĕ, витаминлă курăк çăнăхĕ хатĕрлеççĕ. Кăçал пĕрчĕллĕ тĕш тырă культурисене 1842 гектар çинчен пухса кĕртнĕ, 377 гектар çинчен пĕр тата нумай çул ÿсекен курăксене çулса илнĕ.

«Пирĕн продукцие çынсем хаваспах туянаççĕ, - тесе каласа парать хуçалăх руководителĕ Е.Тимофеева. - Пахалăхĕ те пысăк, хакĕсем те «çыртмаççĕ».

- Çакăн пек предприятисем пирĕн районта ĕçлени питĕ пĕлтерĕшлĕ, кунта экологи тĕлĕшĕнчен таса, тутлă продукци туса кăлараççĕ, - тенĕ район администрацийĕн пуçлăхĕ А.Тихонов.

Александр Иванович çавăн пекех районти предприятисене пур енлĕн пулăшу парасси çинчен каланă, «Урмарская» ăратлă кайăк-кĕшĕк фабрики район сăн-пичĕ пулнине палăртнă.

 

Источник: "Урмарская районная газета"

Первоисточник: Н.ШИШКИНА

Мой МирВКонтактеОдноклассники

Яндекс.Метрика

 

Система управления контентом
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика