АУ «РЕДАКЦИЯ УРМАРСКОЙ РАЙОННОЙ ГАЗЕТЫ "ХĔРЛĔ ЯЛАВ" ("КРАСНОЕ ЗНАМЯ") МИНИНФОРМПОЛИТИКИ ЧУВАШИИОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ

Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Çĕр çинче те, тÿпере те - Хĕреслĕ çул

07 ноября 2015 г.

Çĕр çинче те, тÿпере те - Хĕреслĕ çул

Таса Турă Амăшĕн Хусанти Турăшне аслăласа ноябрĕн 4-мĕшĕнче, Шупашкар тата Чăваш митрополичĕ Варнава пиллĕхĕпе Чăваш Енре çĕр çинче те, тÿпере те Хĕреслĕ çул иртнĕ.

Вертолетпа сылăшра вĕçсе çаврăннă Хĕреслĕ çула Улатăр тата Пăрачкав епископĕ Федор йĕркеленĕ. Ăна Шупашкарти арçынсен монастырĕн наместникĕ Василий (Паскье) архимандрит пулăшнă.

Сывлăшри Хĕреслĕ çула чи малтан Канаш хули кĕтсе илнĕ. Вертолет Петрпа Феврония çветтуйсен храм-часавай патĕнче хулари тĕп площадьре анса ларнă. Ун патнелле Хăватсем тăвакан Николай святителĕн Канашри чиркĕвĕнче Литургире пулнă халăх Хĕреслĕ çулпа утса тухнă. Тĕп площадьри молебен хыççăн ĕненекенсем Таса Турă Амăшĕн Хусанти хăватсем тăвакан Турăшне пуç тайса чуп тунă. Çавăн пекех асăннă кун 9 сехет те 30 минутсенче вертолет Вăрмар районĕн территорийĕ çинчен вĕçсе кайса Таса Турă Амăшĕн Хусанти Турăшĕн çветтуй вăйлăхне пиллесе хăварчĕ. Районта ытларах Православи тĕнне ĕненекенсем пурăнни, вĕсене чыслани çак Турăш вăй-хал пани питĕ пĕлтерĕшлĕ.

Шупашкар тата Чăваш Митрополичĕ Варнава пиллĕхĕпе çак кунах Шупашкарта та Хĕреслĕ çул иртнĕ. Введени соборĕнчи Литурги хыççăн халăх Таса Турă Амăшне мухтаса та кĕлтуса Республика площачĕ еннелле çул тытнă. Утнă май Шупашкарти Михаил Архангел храмĕн, Виç ипостаçлă Турă ячĕпе лартнă арçынсен мăнастирĕн, Турă Амăшĕн Успени чиркĕвĕн чанĕсем хаваслăн çапнине итлеме май пулнă. Хĕреслĕ çула Чăн тĕншĕн асап курнă, Турăшăн асапланса вилнĕ çветтуйсен ячĕпе Шупашкарта лартнă чиркÿ настоятелĕ Гурий (Данилов) архимандрит ертсе пынă.

Хĕреслĕ çула утса тухнисем Христос Çуралнине халалласа лартнă чиркÿ умĕнчи молебенра пулнă. Халăх йышлă пулнă май Таса Турă Амашĕн Хусанти хăватсем тăвакан Турăшне пуç тайса чуп тăвас текенсен вăрах кĕтмелле пулнă. Ĕненекенсене ку пĕрре те пăшăрхантарман, вĕсем Турă Амăшне мухтакан юрăсем юрласа кăмăлĕсене çĕкленĕ, пĕр-пĕрне уяв ячĕпе чунтан саламланă.

 

Источник: "Урмарская районная газета"

Первоисточник: Р.ПРОКОПЬЕВА

Мой МирВКонтактеОдноклассники

Яндекс.Метрика

 

Система управления контентом
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика