АУ «РЕДАКЦИЯ УРМАРСКОЙ РАЙОННОЙ ГАЗЕТЫ "ХĔРЛĔ ЯЛАВ" ("КРАСНОЕ ЗНАМЯ") МИНИНФОРМПОЛИТИКИ ЧУВАШИИОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ

Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Пирĕн пĕр тĕллев - пĕрле пуласси!

07 ноября 2015 г.

Пирĕн пĕр тĕллев - пĕрле пуласси!

Ноябрĕн 4-мĕшĕнче Чăваш Республикин Пуçлăхĕ М.Игнатьев Шупашкарта Халăхсен пĕрлĕхĕн кунне халалласа ирттернĕ савăнăçлă уява хутшăннă. Паллă уява 2005 çултан ирттерме пуçланă. Çак кун Раççей Федерацийĕн пур регионĕсенче те вăл хаваслăн иртнĕ.

Шупашкарти Хĕрлĕ площадьре 10 пин ытла çын хутшăннă. Мероприятине пĕр минутлăха шăплăха тытнинчен пуçланă, Египетра пулса иртнĕ инкекĕн саманчĕсене аса илнĕ. Шупашкар хулин Хĕрарăмсен канашĕн председателĕ И.Клементьева Халăхсен пĕрлĕхĕн кунĕ ячĕпе саламланă май, пурсăмăр та пĕрле кар тăрса тăрăшса ĕçлесен, пĕр-пĕринпе килĕшсе пурăнсан çитĕнÿсем тума пултарнине каланă. Раççейре пурăнакан тĕрлĕ наци халăхĕ туслă пурăнни пурне те хавхалантарнине асăннă. «Пирĕн Раççей Президенчĕ В.Путин тата Чăваш Республикин Пуçлăхĕ М.Игнатьев та эпир лайăх пурăнассишĕн хăйсенчен мĕн килнине пĕтĕмпех туса пыраççĕ. Пирĕн пĕр тĕллев - пĕрле пуласси!», - тесе çирĕппĕн каланă вăл.

Уява пухăннисене Пĕтĕм Раççейри Халăх Фрончĕн регионти уйрăмĕн председателĕн çумĕ В.Горбунов, Чăваш Республикин Çамрăксен правительствин председателĕ И.Сидоров, Шупашкарти тракторсем тăвакан заводăн Ветерансен канашĕн председателĕ И.Долгушин, «Водоканал» АУО инженерĕ Л.Евграфова саламланă. Журналистсен ыйтăвĕсене хуравланă май, Михаил Васильевич халăхсем хушшинчи çирĕп çыхăнăва, килĕшĕве Чăваш Ен Правительстви çирĕп тĕрĕслевре тытса тăнине палăртнă. Пур халăха та пĕр-пĕринпе туслă пурăнччăр тесе вĕсене кирлĕ пек условисем йĕркелесе панине асăннă. Пĕрлĕхре пирĕн вăй тесе çирĕппĕн каланă. Чăваш Республикин Патшалăх Канашĕн Председателĕн тивĕçĕсене вăхăтлăх пурнăçлакан Н.Малов Пĕтĕм Раççейри «Единая Россия» политика партийĕн регионти уйрăмĕн ячĕпе уява пуçтарăннисене ăшшăн саламланă, пĕр-пĕрин хушшинчи туслăха упраса хăварма сĕннĕ. Митинг уяв концерчĕпе вĕçленнĕ.

 

Источник: "Урмарская районная газета"

Первоисточник: ЧР ПА пресс-служби.

Мой МирВКонтактеОдноклассники

Яндекс.Метрика

 

Система управления контентом
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика