03 ноября 2015 г.

Октябрĕн 30-мĕшĕнче «Шупашкар Арена» пăр керменĕнче республикăри ялхуçалăх ĕçченĕсем хăйсен профессиллĕ уявне паллă турĕç. Унта пирĕн район делегацийĕ те хутшăнчĕ. Чăваш Ен Пуçлăхĕ чи малтанах кашни район хăй туса кăлартнă продукцинчен хатĕрленĕ куравпа паллашрĕ.
Аграрисене саламлама Чăваш Ен Пуçлăхĕ М.Игнатьев, Раççей Федерацийĕн Федераци Пухăвĕн Федераци Канашĕн членĕ В.Николаев, РФ Ялхуçалăх министерствин выльăх-чĕрлĕх тата ăрат ĕçĕпе вăй хуракан Департамент директорĕ В.Лабинов, РФ Ялхуçалăх министерствин организаципе управлени ĕçĕсен Департаменчĕн директорĕ В.Тимофеев, «Единая Россия» Пĕтĕм Раççейри политика партийĕн Чăваш Енри регион уйрăмĕн секретарĕ Н.Малов килнĕ.
Малтанах Чăваш Республикин Пуçлăхĕ М.Игнатьев ялхуçалăх тата апат-çимĕç тирпейлекен промышленноç ĕçченĕсен кунĕ ячĕпе ăшшăн саламларĕ. Вăл ялхуçалăх таварĕсем туса илекенсен хăйсен ĕçне харпăрлăхăн тĕрлĕ майĕсемпе çирĕппĕн аталантарма майсем пурри çинчен чарăнса тăчĕ. Çавăн пекех тĕнчери хальхи политика лару-тăрăвне тата импорта улăштармалли тĕллевсене шута илсе ялхуçалăхĕпе тирпейлекен промышленноçа малалла аталантарасси патшалăх политикин тĕп çул-йĕрĕсенчен пĕри пулса тăни пирки тĕслĕхсем илсех палăртрĕ. «Чăваш Енри халăхăн 40 проценчĕ ял çĕрĕ çинче ĕçлесе пурăннине эпир пурте пĕлетпĕр. Çавăнпа та аграри тытăмĕ чи пĕлтерĕшлисен шутĕнче пулмалла. Унта тăрăшакансен ĕç тухăçлăхĕ ÿснине туйса тăмалла. Агропромышленноç комплексĕн ĕçченĕсемпе ветеранĕсем тăрăшнипе эпир кашни çулах уй-хир ĕçĕсене ăнăçлă вĕçлесе çакăн пек уява пуçтарăнма пултаратпăр. Çĕр ĕçченĕсем хăйсен ĕçне чунтан юратса пурнăçланипех çултан-çул тухăçлă тĕш тырă пухса кĕртетпĕр. Ахальтен мар ĕнтĕ ялхуçалăх продукчĕсем туса илессин индексĕ 2015 çулта, пĕлтĕрхипе танлаштарсан, 105 процент. Выльăх-чĕрлĕхрен продукци туса илесси те курăмлă. Çитес çул та патшалăх пулăшăвĕпе туллин усă курса сĕт, пахча çимĕç, çĕрулми тата ытти тĕрлĕрен продукцисене туса илессине ÿстерсех пымалла», - терĕ Михаил Васильевич.
Залра ларакансем республикăри ялхуçалăх отрасльне сăнлакан тулли ÿкерчĕксене экрансем çинче курма пултарчĕç. Çав хушăрах Чăваш Республикин Ялхуçалăх министрĕ С.Артамонов отрасльти ĕç-хĕлĕн пĕтĕмлетĕвĕсемпе кĕскен паллаштарчĕ.
М.Игнатьев ĕçре уйрăмах палăрнă тата 2015 çулта производствăпа экономика аталанăвне ÿстерсех пынă муниципаллă районсемпе хресчен (фермер) хуçалăхĕсене дипломсемпе тата укçан премисем парса хавхалантарчĕ. Вĕсен хушшинче пирĕн районти «Ямуков Г.Н.» хресчен (фермер) хуçалăх пуçлăхĕ Г.Ямуков пулни пире те савăнтарчĕ. Ăна пĕрчĕллĕ культурăсене туса илес ĕçри пысăк кăтартусемшĕн çакăн пек хисеп турĕç. Залра ларакан ытти халăхпа пĕрле Вăрмар район делегацийĕ Геннадий Николаевичпа мухтаннине палăртса ытларах тăвăллăн алă çупрĕ. Ентешĕн ĕçĕ малашне татах аталанса пытăр тесе районтан уява кайнă делегаци ăнăçу сунчĕ.
Сумлă хăнасем ялхуçалăх ĕçченĕсене саламланă май пурте çĕр ĕçченĕсене тĕрлĕ майпа пулăшса пырасси пирки шантарчĕç.
Ялхуçалăх ĕçченĕсене чи пысăк парне вара çамрăк спортсменсем хăйсен пултарулăхĕсене кăтартни тата пăр çийĕн тĕрлĕрен хусканусемпе ташлани, унсăр пуçне Раççей халăх артисчĕ Н.Кадышева хăйĕн илемлĕ юррисемпе саламлани пулчĕ.
Уяв вĕçленсен Социализмла Ĕç Геройĕсем В.Дмитриева тата Н.Панкратов çĕр ĕçченĕсене çакăн пек хисеп тунăшăн Республика Пуçлăхне М.Игнатьева тата унăн командине тав сăмахĕсем каларĕç. «Эсир çĕр ĕçченĕсене çакăн пек хисеплени ветерансене пурăнма татах та хавхалантарать. Çакăн пек мероприяти çамрăк ăрăва воспитани парас ĕçре пысăк пĕлтерĕшлĕ», - терĕç ветерансем.
Источник: "Урмарская районная газета"
Первоисточник: А.НИКОЛАЕВА