31 октября 2015 г.
Йăлана кĕнĕ йĕркепе кашни çул кĕркунне тар тăкса тупăш илекенсене мухтаççĕ те чыслаççĕ. Хăйсен ырми-канми ĕçĕпе обществăна апат-çимĕçпе тивĕçтерсе тăракансем çак уявра чăннипех те савăнма тивĕç. Çĕр çинче ĕçлесе пурăнаканăн тăрăшулăхĕпе пахалăхлă та экологи енчен таса продукт çынсен сĕтелĕ çине çитет, потребитель рынокĕнчи лару-тăрăва ăнăçлă аталанма пулăшать.
Октябрĕн 29-мĕшĕнче районти Культурăпа кану центрĕнче Ялхуçалăх тата апат-çимĕç тирпейлекен промышленноç ĕçченĕсен кунне халалласа савăнăçлă пуху иртрĕ. Кăнтăрла, 11 сехет çитеспе, палăртнă вырăна халăх пуçтарăнма пуçларĕ. Фойере ялхуçалăх ĕçченĕсем туса илнĕ продуктсен «Кĕр парни» куравне йĕркеленĕ, кунтах вырăнта туса илнĕ апат-çимĕçсен суту-илĕвĕ те ĕçлерĕ. Çавăн пекех районти хула тата кашни ял тăрăхĕ ал-ĕç ăстисен япалисене илсе килнĕ. Тĕлĕнмелле! Мĕн кăна ăсталаман-ши кунта! Улма-çырла, пахча çимĕç..., унсăр пуçне вĕсенчен пĕçернĕ çимĕçсем.
Район пуçлăхĕ М.Пуклаков, район администрацийĕн пуçлăхĕ А.Тихонов, ЧР Ялхуçалăх министрĕн заместителĕ К.Никитин тата ытти паллă çынсем фойери курава тăратнă япаласемпе хавхаланса паллашрĕç. Çапла пулмасăр, вĕсем пурте хамăр район çĕрĕ çинче харсăр çынсен аллипе ăсталанă япаласем-çке.
«Алран кайми аки-сухи...» янăраса кайрĕ Культурăпа кану центрĕн сцени çинчен. Çак юрă шăранма пуçласанах, çĕр ĕçченне хисеплесе ĕнтĕ, залри халăх пурте ура çинче тăчĕ. Унтан Т.Пичкова диктор уяв пуçланни çинчен пĕлтерчĕ.
Ялхуçалăх тата апат-çимĕç тирпейлекен промышленноç ĕçченĕсен уявĕ пулсан, паллах, пĕр çулталăк хушшинче районта мĕн ĕçлени çинчен район администрацийĕн пуçлăхĕн заместителĕ - ялхуçалăх пайĕн начальникĕ Д.Иванов сăмах илчĕ. Район экономикинче ялхуçалăх отраслĕ паллă вырăн йышăнни çинчен пулчĕ сăмах ытларах. Унăн докладĕнчи цифрăсене тишкерес пулсан районта çитĕнÿ туни палăрмаллах сисĕнет. Пур тĕрлĕ категориллĕ хуçалăхсенче пĕтĕмпе 28439 гектар çĕр çинче акса лартнă, пĕлтĕрхипе танлаштарсан çакă 104,5 процент. Çураки валли 504 тонна элитлă вăрлăх (2014 çулхипе танлаштарсан 112 процент), минераллă удобрени (125 процент) туяннă тата ытти те. Çитĕнÿ цифрисене нумай çырса кайма пулать. Акăнмасăр выртакан çĕрсене пусă çаврăнăшне кĕртесси, тĕрлĕрен çĕнĕ техника туянасси, выльăх-чĕрлĕх апачĕ хатĕрлесси районта йĕркеленсе кайнă. «Ялхуçалăх ĕçĕ йывăр та пархатарлă, вăл яланах хисепре. Районти агропромышленноç комплексне аталантарас тĕллевпе пĕтĕм вăя парса ĕçлекенсене чĕререн тав туса уяв ячĕпе саламлатăп»,- терĕ Дмитрий Геннадьевич районти ялуçалăх отраслĕн ĕçĕ-хĕлĕпе паллаштарнă май.
«Ялхуçалăх отраслĕн хисеплĕ ĕçченĕсем! Эсир чун туртнипе, чĕре хушнипе хăвăр суйласа илнĕ ĕçĕрте вăй хуни, çĕнĕрен те çĕнĕ аталану çулĕ шырани ялхуçалăхне малалла аталанма май парать. Çак чаплă уяв - çĕр çинче пур ĕçлесе пурăнаканăн та. Малашне те эсир пултаруллă та хастар пуласса, умри тĕллевсене ăнăçлă пурнăçласса шансах тăратăп», -терĕ район пуçлăхĕ М.Пуклаков уяв ячĕпе саламласа. Ĕçре уйрăмах палăрнисене «Единая Россия» парти ячĕпе Тав çырăвĕсем пачĕ.
Район администрацийĕн пуçлăхĕ А.Тихонов районти агропромышленноç комплексĕн хисеплĕ çыннисене, ĕçре пысăк тăрăшулăхпа вăй хуракан мухтавлă ĕçченсене, уяв ячĕпе саламласа тухăçлă ĕçшĕн чун-чĕререн тав турĕ. «Паян ялхуçалăх таварĕсем туса илекенсен хăйсен ĕçне аталантарса пыма шанчăклă майсем пур. Пирĕн республикăра патшалăх енчен пулăшу паракан калăпăшĕ ÿссех пырать. Çакă ялхуçалăхне аталантарма, ĕç тухăçлăхне ÿстерме, ĕç вырăнĕ йĕркелеме те нумай пулăшать», - терĕ Александр Иванович.
ЧР Ялхуçалăх министрĕн заместителĕ К.Никитин (малтан хамăр района ертсе пынăскер) районти çĕр ĕçченĕсен пархатарлă ĕçĕсем пирки чарăнса тăрса уяв ячĕпе саламларĕ, республикăри ялхуçалăх отраслĕнчи лару-тăрупа паллаштарчĕ, хăш-пĕр тĕслĕхсене илсе кăтартрĕ. Агропромышленноç комплексĕн ĕçченĕсемпе ветеранĕсене тăван çĕре чунтан юратнăшăн, тÿрĕ кăмăлпа пурнăçлакан ĕçшĕн Чăваш Республикин Пуçлăхĕн тата ЧР Министрсен Кабинечĕн, ЧР Ялхуçалăх министерствин ячĕсемпе саламларĕ, пархатарлă ĕçсемшĕн тав турĕ. Çавăн пекех ялхуçалăх ĕçĕнче уйрăмах палăрнисене - «Иванов В.А» хресчен (фермер) хуçалăх механизаторне Валерий Иванович Григорьева «Чăваш Республикин тава тивĕçлĕ механизаторĕ» хисеплĕ ят панипе, «Ямуков Г.Н.» хресчен (фермер) хуçалăхĕн трактористне Сергей Витальевич Иванова «Чăваш Республикин ялхуçалăхĕн тава тивĕçлĕ ĕçченĕ» хисеплĕ ята тивĕçнĕ ятпа саламларĕ тата ытти пултаруллă ĕçченсене ЧР Ялхуçалăх министерствин Хисеп грамотисене парса хавхалантарчĕ. Çавăн пекех район администрацийĕн пуçлăхĕ А.Тихонов Хисеп грамотисемпе Тав çырăвĕсем, Дипломсем, ытти сумлă хăнасем те уяв ячĕпе саламласа хаклă парнесемпе Хисеп грамотисем пачĕç. Уяв хаваслă концертпа вĕçленчĕ.
Источник: "Урмарская районная газета"
Первоисточник: А.НИКОЛАЕВА