АУ «РЕДАКЦИЯ УРМАРСКОЙ РАЙОННОЙ ГАЗЕТЫ "ХĔРЛĔ ЯЛАВ" ("КРАСНОЕ ЗНАМЯ") МИНИНФОРМПОЛИТИКИ ЧУВАШИИОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ

Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Çĕнĕ технологисене ĕçе кĕртеççĕ

28 октября 2015 г.

Çĕнĕ технологисене ĕçе кĕртеççĕ

«Ÿркенмен ăста пулнă», - теççĕ халăхра. Çапла Тикашра çуралса ÿснĕ В.Иванов хăйĕн ĕç кун-çулне ялхуçалăх ĕçĕпе çыхăнтарнă. Вăл Арапуçĕнчи пĕтсе ларма пуçланă выльăх-чĕрлĕх фермине хăй çине илме пĕрре те хăраса тăман. Хастар çамрăка района ертсе пыракансем те, тăванĕсем те, юлташĕсем пур енлĕн пулăшса пырса халĕ вăл ура çине çирĕп тăнă темелле.

Çулсерен хăй çине илнĕ хуçалăха аталантарса пырас тĕллевпе кунне-çĕрне пĕлмесĕр ĕçлеççĕ. В.Иванов хăй ытларах хут ĕçĕсемпе тăрăшать, хуçалăхри йывăр лава вара А.Чернов туртса пырать. Çĕр çинче мĕн акса-лартса туса илнине выльăх-чĕрлĕх витĕр кăлараççĕ кунта. Паянхи куна мăйракаллă шултра выльăх пуçĕ 281, çав шутра сăвакан ĕне 115. Вăкăрсемпе тынашкасем те çитĕнеççĕ. 55 пуç вăкăра самăртма хупнă. Вĕсем сĕт суса илнипе пĕрлех аш-какай та туса илеççĕ. Икĕ енлĕ тупăш илме тĕллев тытнă фермер хуçалăхĕнче. Ахальтен мар ĕнтĕ вĕсем сĕт сăвăмне ÿстерес тата продукци туса илессине аталантарса пырас тĕллевпе тĕрлĕ çĕнĕлĕхсене ĕçе кĕртсе пыма тăрăшаççĕ. Акă эпĕ вĕсен фермине пынă кун та кунта Израильти «Аfimilk» фирмăн Мускаври тата Шупашкарти представителĕсем килнĕччĕ. Вĕсем ĕнесене сунипе пĕрлех сĕтĕн пахалăхне те тÿрех палăртакан тата мăйракаллă шултра выльăхпа çыхăннă ытти тĕрлĕ сăлтавсене пĕлме пулăшакан прибор инструкцийĕпе паллаштараççĕ.

Кăçалхи октябрĕн 1-мĕшĕ тĕлне хуçалăхра 3030 килограмм сĕт суса илнĕ. Ĕне сăвассине кунта механизациленĕ. Кунти дояркăсем - Венерăпа Вера Михайловасем ?ÿкерчĕк çинче% нумай çул ĕне сăваççĕ. Н.Никитин скотник тата Л.Григорьева рабочи хăйсен тăрăшулăхĕпе палăрса тăраççĕ. А.Иванов ветеринари работникне тăтăшах выльăх-чĕрлĕх хушшинче курма пулать. Ĕçлет, аталанать хресчен (фермер) хуçалăхĕ.

 

Источник: "Урмарская районная газета"

Первоисточник: А.НИКОЛАЕВА

Мой МирВКонтактеОдноклассники

Яндекс.Метрика

 

Система управления контентом
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика