28 октября 2015 г.

Хресчен тĕш тырă туса илни тата выльăх-чĕрлĕх усрани яланах çĕршывшăн пысăк пĕлтерĕшлĕ. Хамăр туса илнĕ таварпа хамăр вырăнта пурăнакансенех тивĕçтермелле тени те ĕçлекене хавхалантарса ярса татах та тăрăшма хистет. Çĕр ĕçченĕн йывăр та яваплă ĕçĕ яланах хисепре. Кăçалхи çул районта ялхуçалăх енĕпе еплерех ĕçлесе пынипе райадминистрацин пуçлăхĕн заместителĕ - ялхуçалăх пайĕн начальникĕ Д.Иванов паллаштарать.
Район экономикинче ялхуçалăх отраслĕ паллă вырăн йышăнать. Кăçалхи çул ялхуçалăх ĕçченĕсене çутçанталăк аванах тĕрĕслерĕ темелле. Вăйлă çиллĕ пăрлă çумăрĕ 245 гектар пĕрчĕллĕ культурăсене, 68 гектар çинче çĕрулмие тĕп турĕ. Çапах та çĕр ĕçченĕ алла усса лармарĕ, май килнĕ таран акса-лартса илнĕ тухăçа пухса кĕртме тăрăшрĕ. Пур тĕрлĕ категориллĕ хуçалăхсенче пĕтĕмпе 28439 гектар çĕр çинче акса лартнă, пĕлтĕрхипе танлаштарсан çакă 104,5 процент. Кăçалхи çул элитлă вăрлăх туянассипе те ăнăçлă ĕçленĕ. Çураки валли 504 тонна элитлă вăрлăх туяннă, пĕлтĕрхипе танлаштарсан 112,8 процент. Вăрлăха туянмалла кăна мар, ăна аксан çителĕклĕ таран тăрантармалла та. Çавна май 1134 тонна минераллă удобрени туяннă, пĕлтĕрхипе танлаштарсан - 125 процент.
Кăçал районти пур тĕрлĕ категориллĕ хуçалăхсенче 17045 гектар çинче пĕрчĕллĕ тата пăрçа йышши культурăсене (пĕлтĕрхипе танлаштарсан 105,9 процент), çĕрулмине 2512 гектар (109 процент), пахча çимĕçе 164 гектар (100 процент) çинче акса-лартса хăварнă. Пĕтĕмĕшле пухса кĕртмелли пĕрчĕллĕ тата пăрçа йышши культурăсен лаптăкĕ 16800 гектар пулнă. Малтанлăха шутласа пăхнă тăрăх пурĕ 32,5 пин тонна тĕш тырă тĕшĕлесе илнĕ. Ку енĕпе Г.Ямуков фермер лайăх ĕçленине палăртмалла, пĕр гектар çĕр пуçне шутласан 40 центнер тĕш тырă пухса кĕртнĕ.
Çĕр улмине 2444 гектар çинчен пуçтарса илнĕ. Пур категориллĕ хуçалăхсемпе шута илсен малтанлăха палăртнă тăрăх пурĕ 50500 тонна çĕр улми тухнă.
Пахча çимĕçсене пур категориллĕ хуçалăхсене шута илсен пурĕ 164 гектар çинчен пухса кĕртнĕ, пĕр гектар пуçне шутласан 271,4 центнер тухнă.
Районта хăмла туса илессипе «АгроРесурсы» тулли мар яваплă общество вăй хурать. Тупăш паракан хăмла участокĕ 24 гектар йышăнать. Вĕсен тухăçĕ пĕр гектартан 21 центнер пулнă.
Акăнмасăр пушă выртакан çĕрсем сахалтарах пулччăр тесе çине тăрса ĕçлетпĕр пулин те, вĕсем районĕпе 2608 гектар шутланаççĕ. Сухаланмасăр выртакан тепĕр 364 гектар çĕре тупса палăртнă. Кăçалхи çул 549 гектарне пусă çаврăнăшне кĕртнĕ. Паянхи куна 11 пин гектар çинче кĕрхи çĕртме тунă, ку ĕç малалла пырать.
Выльăх-чĕрлĕх валли апат хатĕрлессипе те ĕçсем йĕркеленсе кайнă, пĕтĕмĕшле шутласан хĕл каçма 2606 тонна апат единици хатĕрленĕ.
Çĕр çинче ĕçлеме пур тĕрлĕ категориллĕ хуçалăхсенче пурĕ тĕрлĕ маркăллă ялхуçалăх техники 24 единица, 31 миллион тенкĕлĕх, туяннă.
Ял хуçалăх ĕçĕ ылтăн алăллă, тăрăшуллă çынсем çинче тытăнса тăрать, тетпĕр. Апла пулсан пурте пĕрле тăрăшсан эпир районта тата республикăра пурăнакансене хамăр таварпа хамăрах çителĕклĕ тивĕçтерме пултарăпăр. Ку пĕрре те пушă сăмахсем мар, мĕншĕн тесен çĕр çинче ĕçлес текен çынсен кăмăлĕ пысăк, патшалăх енчен те пулăшу панине туятпăр. Çавăнпа та палăртнă тĕллевсене пурнăçлама пур майсем те çителĕклĕ.
Источник: "Урмарская районная газета"