24 октября 2015 г.
.jpg)
Октябрĕн 22-мĕшĕнче районти «Хĕрлĕ ялав» хаçат редакцийĕпе Вăрмар район прокуратури коррупцие хирĕç кĕрешес енĕпе çыхăннă ыйтусене çутатса парас тĕлĕшпе граждансемпе «тÿрĕ лини» ирттерчĕç. Вăл 10 сехетрен пуçласа 12 сехетчен пычĕ.
Унăн ĕçне район прокурорĕ Е.Краснов, прокурор заместителĕ Г.Демьянов, «Хĕрлĕ ялав» хаçатăн тĕп редакторĕ З.Павлова хутшăнчĕç. Ыйтусем «тÿрĕ лини» пуçланичченех килме тытăнчĕç редакцие. Чи малтанах хаçат ветеранĕ А.Хованский «коррупци» сăмахăн пĕлтерĕшĕ çулсем иртнĕ май улшăнман-ши тесе ыйтрĕ.
Палăртнă вăхăт тĕлне редакцие «тÿрĕ лини» ирттерме килнĕ Евгений Вячеславович Краснов прокурор граждансемпе йĕркеленĕ çыхăнăва çак ыйтăва хуравланинчен пуçларĕ: «Коррупци» сăмах пĕлтерĕшĕ çĕршер çул хушши пĕрре те улшăнман - вăл служба вырăнĕпе усă курса саккуна хирĕç ĕçсем туни, сĕтев илни, укçа е хаклă япаласем илес тесе обществăна, патшалăха сиен кÿни».
Кăшт вăхăт иртсенех телефон сассине пама пуçларĕ:
- Çак киревсĕр пулăмăн сăлтавĕ мĕнре?
Хуравĕ питĕ уçăмлă пулчĕ: «Вăл çынна панă воспитанирен килет. Пĕр должноçра ĕçлекен икĕ çынна илер-ха - пĕрин укçа тесен куçĕ алчăрса каять, тепришĕн «ылтăн пăру» пĕлтерĕшлех мар. «Нумай та пĕтет, сахал та çитет», - принциппа пурăнакансен чунĕ таса, укçа хакне мар, пурнăç хакне тĕпе хураççĕ. Пурнăç кĕске, вăрласа пурнăçне лайăх йĕркеленĕ çынсем вилес умĕн кăна чун сипечĕ чи пĕлтерĕшлине ăнланса илеççĕ пулмалла - укçи миххипе ларсан та вăл çын ĕмĕрне тăсма пулăшаймасть. Кун çинчен историрен миçе тĕслĕх кăна пĕлместпĕр пулĕ.
Тепĕр пĕлтерĕшлĕ самант - коррупцие эпир хамăрах çурататпăр. Руль умне ÿсĕрле ларакансем пурах. Çул-йĕр хăрушсăрлăхĕн автоинспекциĕн инспекторĕсем вĕсене чарсан чылайăшĕ яваплăхран сĕтев укçи парса хăтăласшăн. Илекенсем те пур пуль - эпĕ районта ĕçленĕ вăхăтра кун пекки пулман, анчах укçа илме сĕнни те должноçри çынна тÿр çултан пăрса яма пултарать, пĕр тĕслĕх иккĕмĕшне, виççĕмĕшне çуратать».
Тепĕр ыйту: Сĕтев тесе мĕне калама пулать? Эпĕ больницăра выртса тухрăм, тухтăрсем, ытти медицина ĕçченĕсем мана тимлĕ пăхса сиплерĕç. Халĕ эпĕ вĕсене çакăншăн тав тăвасшăн. Ватă çын пулнă май, укçапа та мар - хам алăпа çыхнă çăм нускисемпе. Ку сĕтев пулать-ши?
Хурав. «Саккун тĕлĕшĕнчен сире айăпламĕç, анчах пĕчĕк парне яваплă çынсене ытти чирлĕ çынсенчен пысăкраххи ыйтма хистеме те пултарĕ. Ăнланăр: кашни çын хăйĕн ĕçне пурнăçлама тивĕç - вĕсене çакăншăн патшалăх ĕç укçи тÿлет. Калăпăр, прокуратура сотрудникĕсем тÿрре кăларакан 150 ĕç пăхса тухнă пулсан, пирĕн 150 нускиллĕ пулмалла-и?».
Акă çакăн евĕрлĕ тепĕр ыйту та çитрĕ: Эпĕ хамăр ялти почтальона 500 тенкĕ укçа парса хавхалантарасшăн - вăл яланах ырă кăмăллă, хаçат-журнала та, пенси укçине те вăхăтра парса тăрать.
Хурав. «Ку саккуна пăсни пулать, виçĕ пин тенкĕ таран тăракан парнене, ăна ырă кăмăлпа парсан, уйрăм çын хăйне хăварма пултарать, парне палăртнă хакран иртрĕ пулсан çакăн çинчен предприятие, организацие, учреждение ертсе пыракана пĕлтермелле, документпа çирĕплетмелле, парнепе мĕн тумаллине официаллă майпа татса памалла, туянас текенĕн ăна укçа тÿлесе илмелле. Укçан тав тăвасси çинчен вара манса кайăр».
«Тÿрĕ лини» малалла тăсăлнă май, граждансем шăнкăравласа паракан ыйтусем палăртнă кун йĕркинчен те тухма тытăнчĕç. Пĕрремĕш çул мар ĕнтĕ Вăрмар поселокĕнче качакасем хуçаланаççĕ, ирĕкре çÿрекен йытăсен йышĕ те ÿссе пырать. Чăн та, ку чылай çынна пăшăрхантаракан ыйту. Кун пирки Евгений Вячеславович çапла ăнлантарса пачĕ: «Кашни çыннăн хăйĕн общество умĕнчи яваплăхне туймалла. Асăннă чĕрчунсен хуçисем пур-çке. Эппин яланах çакăншăн влаç органĕсене кăна айăпламалла мар, хамăр тивĕçе чи малтанах хамăрăнах пурнăçламалла. Вара ирĕкре çÿрекен качакасем те, йытăсем те пулмĕç».
Нумаях пулмасть районти хула тата хăш-пĕр ял тăрăхĕсен пуçлăхĕсене комиссисем çирĕплетрĕç. Пĕр ял тăрăхĕнчен пĕлтерчĕç - ял тăрăхĕн пуçлăхне çирĕплетес енĕпе ĕçлекен комисси ĕçне халĕ суйланнă пуçлăхăн ашшĕ те хутшăннă, паллах, ывăлĕшĕн сасăланă. Евгений Вячеславович тăхтаса тăмасăр ку ыйтăва тĕпчесе уçăмлатасси çинчен пĕлтерчĕ. Район прокурорĕ уйрăм çынсем кÿлĕсемпе пĕвесене арендăна илнĕ хыççăн çынсене вăлтапа пулă тытма кăна мар, шыва кĕме те чарни çинчен пулнă тĕслĕхсем пирки каларĕ. Пĕлнĕ пекех - шăнкăрав. Районти пĕр ял тăрăхĕнче пĕве тавра карта тытса çавăрнă çеç мар иккен, халăх усă куракан çула та пÿлсе хунă. Евгений Вячеславович телефон кĕпçине хунă хыççăнах ăна тепĕр хут алла илсе прокуратура ĕçченĕсене çийĕнчех асăннă ял тăрăхне çитсе ыйтăва уçăмлатма кирлине каларĕ.
Ыйтусем чăн та чылай пулчĕç. Çак юлашки шăнкăрав тата ăна татса пама çийĕнчех йышăну туни район прокуратурин ĕçĕнче çынсен прависене хÿтĕлесси чăнах та тĕп вырăнта пулни çинчен калать.
Источник: "Урмарская районная газета"
Первоисточник: В.ТОЛМАТОВ