21 октября 2015 г.

Хура тимĕртен туса кăларакан продукцин пĕлтерĕшĕ çулран-çул ÿссе пырать. Вăрмар районĕнче те унăн ÿсĕмĕ курăмлă. Э.Павлов уйрăм çын предприниматель йĕркеленипе çак тĕлĕшпе хуçалăх ĕçĕ аталанать.
Район администрацийĕн пуçлăхĕ А.Тихонов асăннă предприятие çитсе курса кунти ĕç-хĕлпе паллашнă. Пĕлмелли пĕрре те сахал мар пулнă. Э.Павлов ĕçе тин кăна пуçăннă пулсан та тĕллевĕсем пысăк. Аш-какай пĕçермелли мангалсем, тимĕр кăмакасем, тимĕр хÿмесем, теплицăсем тата ытти нумай япала хатĕрлеççĕ предприятире. «Темиçе çул каялла эпир çĕнĕ цеха электричествăпа тивĕçтерекен подстанци хута ятăмăр, ĕç хатĕрĕсем те çителĕклĕ, аргонлă сваркăпа та ĕçлетпĕр. Ытларах уйрăм çынсен саккасĕсене пурнăçлатпăр», - каласа парать предприниматель. Халĕ цехра 9 çын вăй хурать. Сăмах май, вĕсем пурте ятарлă пĕлÿ илнĕ. Çакна та палăртас килет - пĕтĕмĕшле илсессĕн тăвансем ĕçлеççĕ. Туса кăларакан продукци пĕлтерĕшĕ унăн пахалăхĕнчен килет. Ку тĕлĕшпе вара Э.Павлов уйрăм çын предприниматель кăларакан тавар пысăк пахалăхпа палăрса тăрать. Çакна та район администрацийĕн пуçлăхĕ А.Тихонов уçăмлăн палăртнă. «Вак тата вăтам бизнеса аталантарса пыни район бюджетне курăмлă пулăшу кÿрет, укçа-тенкĕпе пуянлатса пырать. Уйрăм çынсем малашлăха çирĕппĕн пăхма, малалла аталанма пур майсем туса парать», - тенĕ Александр Иванович.
Источник: "Урмарская районная газета"
Первоисточник: А.ЧЕРНОВ