АУ «РЕДАКЦИЯ УРМАРСКОЙ РАЙОННОЙ ГАЗЕТЫ "ХĔРЛĔ ЯЛАВ" ("КРАСНОЕ ЗНАМЯ") МИНИНФОРМПОЛИТИКИ ЧУВАШИИОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ

Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Никам та манăçа тухмĕ

21 октября 2015 г.

Йĕпреçре çуралса ÿснĕ, 1944 çулхи майăн 11-мĕшĕнче Дороцкое сали çывăхĕнче нимĕç фашисчĕсемпе пынă хаяр çапăçура пуçне хунă пулемет взвочĕн командирĕн, Н.Соловьев кĕçĕн лейтенантăн гварди паллине тата Хĕрлĕ Çăлтăр орденне 2014 çулта Молдовăри çар шырав отрячĕсем тупни çинчен массăллă информаци хатĕрĕсенчен чылайăшĕ пĕлеççĕ. Çак кунсенче тупнă наградăна РФ Оборона министерствин представителĕ Йĕпреçе илсе çитернĕ.

2010 çулта вара пирĕн районти Кĕлкеш ялĕнче Аслă вăрçă хирĕнче 68 çул каялла пуçне хунă В.Иванов салтакăн ÿтне илсе килсе пытарнăччĕ. Ун чухне унăн виллин юлашкисене «Балтика» шырав ушкăнăн членĕсем тупнăччĕ. Çакă Аслă Отечественнăй вăрçăра вилнисене шыраса тупса ячĕсене палăртас ĕçре асăннă ушкăнсен тÿпи пысăк пулни çинчен калать.

Пирĕн республикăра та шырав ĕçĕпе çыхăннă 10 отряд ĕçлет, вĕсем хаяр вăрçă пынă вырăнсене çитсе çулсерен шырав ĕçĕсем ирттереççĕ.

Кăçал октябрĕн 10-мĕшĕнче Саранск хулинче шырав отрячĕсен регионти «Никам та манăçа тухмасть» ятпа иртнĕ слет ĕçĕ хупăннă. Мероприятие федераци Атăлçи округĕнчи 100 ытла отряд хутшăннă. Пĕлме: Çак слета РФ Президенчĕн федерацин Атăлçи округĕн полномочиллĕ представителĕ М.Бабич пуçарса янипе 2014 çулта ирттерме пуçланă. Унăн тĕллевĕ - шырав ĕçне пропагандăласси, анлăрах сарасси. Çак массăллă мероприятире ентешсем хастар пулнă. Слетра ирттернĕ конкурсри 18 номинацирен 7-шĕнче призлă вырăнсем йышăннă. Çапла федерацин Атăлçи округĕнчи 14 регионтан тивĕçлĕ виççĕмĕш вырăн йышăнма пултарнă. Слет ирттерме пур регион та Аслă вăрçăра пуçĕсене хунă салтаксене шыраса тупас ĕçе активлă хутшăнни çинчен калать. Эппин, никам та манăçа тухмĕ.

 

Источник: "Урмарская районная газета"

Первоисточник: В.ТОЛМАТОВ

Мой МирВКонтактеОдноклассники

Яндекс.Метрика

 

Система управления контентом
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика