АУ «РЕДАКЦИЯ УРМАРСКОЙ РАЙОННОЙ ГАЗЕТЫ "ХĔРЛĔ ЯЛАВ" ("КРАСНОЕ ЗНАМЯ") МИНИНФОРМПОЛИТИКИ ЧУВАШИИОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ

Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Ĕçпе пиçĕхсе ÿснĕскерсем

21 октября 2015 г.

Ĕçпе пиçĕхсе ÿснĕскерсем

«Амăшĕ епле, ачисем те çаплах», - текен ваттисен сăмахĕпе каласан Тикаш ялĕнче пурăнакан Людмила Александровна Филипповăна асăнассăм килет.

Çак ялта асаннесемпе кукамайсем (вĕсен шутĕнче Людмила Александровна та) кунти шкулта спорт секцине йĕркелесе ярса эрнесерен 3 хутчен ÿт-пĕвĕсене хускатма çÿрени хăйех пысăк пĕлтерĕшлĕ пулăм. Чăн та, çÿлерех каланă ваттисен сăмахĕ тÿрремĕнех çак çемьене пырса тивет. Икĕ ывăлĕ те - Данилпа Дмитрий Николаевич Филипповсем - çулĕсемпе çамрăк пулин те йывăçран тĕрлĕ япаласем туса кăларакан цех уçма шут тытнă. Шутланă - пурнăçланă. Çапла, телейлĕ амăшĕн хастар та пултаруллă икĕ ывăлĕ аслă пĕлÿ илнĕ, çемьеленнĕ, Хусан хулинче ĕçлеççĕ, канмалли кунсенче тăван яла таврăнса хăйсен уйрăм хуçалăхĕсенче тăрăшаççĕ, кунпа пĕрлех çÿлте асăннă цеха аталантарас тĕлĕшпе вăй хураççĕ. Акă, çак кунсенче пиччĕшĕпе шăллĕ налук инспекцине хăйсем предприниматель ĕçне уçни çинчен документсене тăратнă. Паллах, ĕçлемесĕр пулмасть ĕнтĕ. Ачаранах ашшĕсĕр тăрса юлнăскерсем амăшне пур енлĕн пулăшса, вĕренсе ÿснĕ. Çакă пĕр тăван Филипповсене хăйсен пурнăçри тĕллевĕсене пурнăçлас тĕлĕшпе пысăк витĕм кÿрет, нимĕнле йывăрлăхран та хăрамаççĕ. «Производствăна аталантарса пынăçемĕн ÿлĕмрен йывăçран тĕрлĕ изделисем хатĕрлесе кăларакан цеха хута ярасшăн, унта хушма ĕç вырăнĕсем йĕркелесшĕн», - палăртаççĕ мал ĕмĕтлĕн пĕр тăван Филипповсем.

 

Источник: "Урмарская районная газета"

Первоисточник: В.НАРСОВ

Мой МирВКонтактеОдноклассники

Яндекс.Метрика

 

Система управления контентом
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика