АУ «РЕДАКЦИЯ УРМАРСКОЙ РАЙОННОЙ ГАЗЕТЫ "ХĔРЛĔ ЯЛАВ" ("КРАСНОЕ ЗНАМЯ") МИНИНФОРМПОЛИТИКИ ЧУВАШИИОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ

Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Алсем пулччăр çирĕп, кăкăр - паттăрла

17 октября 2015 г.

Алсем пулччăр çирĕп, кăкăр - паттăрла

«Çамрăксем - сывă пурнăç йĕркишĕн» акцие хутшăнса Пысăк Енккасси Культура çурчĕ чылай ĕç туса ирттерет. Кăнтăрла е каçкÿлĕм хăйсен хулçурăмне йывăр атлетика снарячĕсемпе тĕреклетеççĕ, алă вăйне виçес енĕпе ятарлă сĕтел çинче вăй виçеççĕ. Хускану вăййисене те кăмăллаççĕ кунта. Иртнĕ кану кунĕнче Пысăк Енккасси культура учрежденийĕн пуçарăвĕпе ял çамрăкĕсенчен тăракан вăйă ушкăнĕ волейбол выляса ялти вăтам шкул командипе тупăшрĕ. Вăйă çивĕч те хĕрÿ пулни - çамрăксен выляс пултарулăхĕ ÿссе пынине кăтартрĕ. Çамрăксен командинчи Никитăпа Вадим Никифоровсен, Николай Ивановпа Виктор Толмачев, Леня Степановпа Саша Ильин, Володя Гурьев ăста вылянине курма кăмăллă. Ку хутĕнче ял çамрăкĕсенчен тăракан команда çĕнтерĕве алăран вĕçертмерĕ. 2 : 1 (25:16, 25:27, 25:23) - вăйă кăтартăвĕ. Раççей тава тивĕçлĕ тренерĕ Юрий Архиповпа Культура çурчĕн ертÿçи Николай Гаврилов командăсене малашлăхра ăнăçусем сунса спорт сывлăх çăлкуçĕ пулнине, пурнăçра тĕп вырăн йышăннине палăртрĕç.

 

Источник: "Урмарская районная газета"

Первоисточник: Н.ГАВРИЛОВ

Мой МирВКонтактеОдноклассники

Яндекс.Метрика

 

Система управления контентом
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика