17 октября 2015 г.
Раççей Федерацийĕн Вĕренÿпе ăслăлăх министерстви 2014-2015 вĕренÿ çулне пĕтĕмлетсе çĕршыври чи лайăх шкулсене çак принципсене тĕпе хурса палăртнă: чи малтанах кунта шкул ĕçне уйрăм çынсем хаклани, шкулăн вĕрентÿ ĕçĕнчи çитĕнĕвĕсем, шкулта пĕтĕмĕшле паха пĕлÿ пани тата вĕренекенсен талантне аталантарни.
2014-2015 вĕренÿ çулĕсенче вĕрентÿ ĕçĕнче пысăк результатсемпе палăрнă чи лайăх 500 вĕрентÿ организацине асăннă. Ялсенчи шкулсене ачасен пултарулăхне аталантарма майсем йĕркелес енĕпе хакланă. Чи лайăх 200 шкул шутĕнче - пирĕн республикăри 6 пĕлÿ çурчĕ. Ку кăна та мар. Профиль енĕсемпе пĕлÿ мĕнлерех парса пынине уйрăммăн тишкерсе хакланă. Ку тĕлĕшпе çапла чи лайăх 100 шкула палăртнă. Чăваш Ен кунашкал ушкăнра та - лидерсен хушшинче. Сăмах май, профиль вĕрентĕвне тĕпчесе ирттерессине рейтинга кăçал пуçласа ирттернĕ.
Республикăри шкулсем çуллен чи лайăххисен шутне лекни, унран та ытла - вĕсен (хуларисен те, ялтисен те) шучĕ ÿссех пыни савăнтарать. Акă, иртнĕ вĕренÿ çулĕн пĕтĕмлетĕвĕсемпе хулари 6 шкул, ялти 5 шкул федераци шайĕнчи хаклавра чи хисеплĕ вырăнсенче пулнăччĕ. Акă, 2014 çулта хула вырăнĕсенче - 6, 2015 - 9 шкул, 2014 çулта яллă вырăнсенче - 5, 2015 çулта - 11. Вĕсен шутĕнче - Вăрмарти Г.Е.Егоров ячĕпе хисепленекен пĕтĕмĕшле пĕлÿ паракан вăтам шкул.
ЧР Пуçлăхĕ М.Игнатьев асăннă фактсене республикăри вĕренÿ тытăмĕнчи ырă улшăнусемпе çыхăнтарать. Юлашки çулсенче республика ку отрасле аталантарма, çĕнетме чылай тăрăшни хăйĕн тухăçне парать те.
Вĕрентÿ системине çĕнетесси тата аталантарасси çине юлашки çулсенче республикăра пысăк тимлĕх уйăраççĕ. Чаплă оборудовани вырнаçтарни, пĕчĕк ялсенчи шкулсенчен вĕренекенсене район центрĕнчи шкула автобуспа илсе çÿрессине йĕркелени, педагогсен квалификацине вăхăтран вăхăта ÿстерсех тăни, профиль класĕсем уçни - акă паянхи кăтартăвăн никĕсĕ.
Вĕренекенсем паха пĕлÿ илччĕр тесе тивĕçлĕ условисем туса парасси - республика Правительствин тĕп задачисенчен пĕри пулса тăрать. Çавна пулах 2025 çул тĕлне çĕнĕ 30 шкул хăпартма пăхнă.
Источник: "Урмарская районная газета"
Первоисточник: А.ЧЕРНОВ