17 октября 2015 г.

Авалхи Римри çак каларăша тĕпе хурсан та - пĕлтерĕшĕ пĕрре те çухалман. Çулпа çÿретпĕр - чăн та, çулсăр пурнăç çук.
Ăна тивĕçлĕ шайра тытса тăрас енĕпе нумай çул хушши районта «Чувашавтодор» акционерсен уçă обществи ĕçлет. Унăн ĕçĕ-хĕлĕ питĕ анлă. Республика пĕлтерĕшлĕ «Аниш» автоçула, Вăрмар кукринчен пуçласа Тутарстан чикки таран автоçула пăхса тăратпăр. Пĕтĕмĕшле илес пулсассăн, муниципаллă çул-йĕрсем 171 километр та 500 метр йышăнаççĕ. Республика шайĕнчи çулсем - 44 километр. Унсăр пуçне Вăрмар-Кавал-Нурлат (Тутарстанри Йăвăнчă ялĕ таран) тытса тăратпăр. Çавăн пекех «Аниш» автоçул çинче Вăрмар кукри, Тăвай çулĕ чикки таран ĕçсене пурнăçлатпăр. Хуçалăхăн тĕп тĕллевĕ - пахалăхлă çул-йĕр тăвасси, ăна тивĕçлĕ шайра тытса пырасси. Çак ĕçе тĕллевлĕн пурнăçласа пыратпăр. Техника та çителĕклех. Автомашинăсене кĕрхи тата хĕллехи тапхăра хатĕрленĕ май, тăвайккисене хăпармалли вырăнсенче хăйăрпа тăвар хутăшĕн пункчĕсене йĕркелетпĕр.
Хĕл алăкран нихăçан та вăрттăн шаккамасть. Эпир ăна питĕ лайăх ăнланатпăр, çавăнпа та халĕ Мари Эл Республикинчен хăйăрпа тăвар хутăшне илсе килеççĕ, ĕнерхи кун тĕлне 100 тонна ытла илсе килнĕ пулсан, вĕсен калăпăшĕ кунсерен ÿссе пырать.
50 çынран тăракан коллектив пĕтĕмпе çул-йĕрпе çыхăннă ыйтусене тĕплĕн те вăхăтра пурнăçласа пырать. Кăçал кăна Аслă Чак, Атайкасси, Хуруй, Энĕшпуç, Вăрмар, Кивĕ Вăрмар çулĕсем çинче юсав ĕçĕсем туса ирттерчĕç.
Çул-йĕр паллисем лартасси те питĕ пĕлтерĕшлĕ. Кăçал кăна тĕрлĕ шайри çулсем çинче 100 ытла çул палли вырнаçтарнă. Паянхи кун Урнар-Саруй автоçула йĕркене кĕртес енĕпе ĕçлетпĕр. Çуллахи вăхăтра организаци ĕçченĕсенчен чылайăшĕ Шупашкарта туса ирттерекен çул-йĕр ĕçне хутшăннă. Çăвĕпех Н.Ручков экскаваторщик, С.Федотов, В.Петров автогрейдерист (ÿкерчĕк çинче), С.Белов, Ю.Давыдов, С.Николаев, О.Иванов, Н.Иванов, В.Коротков, Б.Савельев водительсем Шупашкарта çул тăвас ĕçре вăй хунă.
Пĕтĕмĕшле илсен асăннă обществăн ĕçченĕсем хĕллехи тапхăра хатĕрленсе чылай ĕçсем туса ирттернĕ. Хĕллехи вăхăтра автомашинăсемпе çÿрекенсем хăйсене хăтлă туйччăр тесе эпир хамăртан мĕн килнине пĕтĕмпех тума тăрăшатпăр. Хĕл çывхарнă май яваплăх татах та ÿссе пырать.
Источник: "Урмарская районная газета"
Первоисточник: Н.МУЛЛИН