14 октября 2015 г.

Октябрĕн 8-мĕшĕнче Чăваш Республикинчи вĕренÿ институтĕнче вĕрентÿ тытăмĕнче ĕçе тин çеç тытăннă педагогсене явăçтарса «Чăваш Енĕн ылтăн фончĕ» конкурсăн малти тапхăрĕнче палăрнă вĕрентекенсене чысланă.
Чаплă лару-тăрура çĕнтерÿçĕсене Дипломсем, асăнмалăх паллăсем, призсем панă. Пирĕн районтан шкул ачисене патриотизмла воспитани пама хăнăхтаракан «Тăван Ен» («Родная сторона») программа хатĕрленĕшĕн Кĕлкешри Н.Афанасьев ячĕллĕ пĕтĕмĕшле пĕлÿ паракан тĕп шкулта рисовани, черчени, технологи учителĕ, шкул музейĕн руководителĕ С.Романова та ЧР вĕренÿпе çамрăксен политикин министрĕн В.Ивановăн аллинчен Диплома тивĕçнĕ (ÿкерчĕк çинче). Светлана Васильевна тĕрлĕ конкурссенче палăрнăшăн çакăн пек пысăк чыса пĕрремĕш хут кăна тивĕçмест.
Источник: "Урмарская районная газета"
Первоисточник: А.ЧЕРНОВ