14 октября 2015 г.
Октябрь уйăхĕн пуçламăшĕ Вăрмарти пĕрремĕш номерлĕ «Березка» ача сачĕшĕн питĕ пĕлтерĕшлĕ те асра юлмалли пулăмпа палăрса юлнă. Ылтăн кĕркунне, шăп та лăп 50 çул каялла, вăл хăйĕн алăкĕсене уçса пĕчĕк шăпăрлансене йышăнма пуçланă.
Çак тапхăрта шкул çулне çитмен мĕн чухлĕ ача кунта ыррине ăша хывман пулĕ! Паянхи кун тĕлне чылайăшĕ вĕсенчен - аслашшĕ-асламăшĕсем, кукашшĕ-кукамăшĕсем, ашшĕ-амăшĕсем. Паллă кун ача садне тĕрлĕ çулсенчи çынсем пухăннă - ара, чылайăшĕн пурнăç çулĕн малтанхи утăмĕсем çак учрежденипе çыхăннă-çке.
Чи малтанах унăн заведующийĕ Е.Никонорова коллективăн ĕçĕ-хĕлĕпе, пурнăçĕпе паллаштарнă, малашлăхри плансем çинче те чарăнса тăнă. Ун хыççăн район администрацийĕн пуçлăхĕн заместителĕ - вĕрентÿпе çамрăксен политикин пайĕн начальникĕ Ю.Соколов сăмах илсе пурне те ăшшăн саламласа коллектива ĕçре çитĕнÿсем тума ырлăх-сывлăх суннă. Уйрăмах вăл халĕ кунта ĕçлекенсем, маларах вăй хурса тивĕçлĕ канăва тухнă ветерансем ÿссе çитĕнекен ăрăва тĕрĕс воспитани парасси çине пысăк тимлĕх уйăрнине палăртнă. Ума лартнă тĕллевсене туллин те тухăçлăн пурнăçласа пырасси учреждени руководителĕнчен чылай килет. Çакна уйрăмах палăртнă Юрий Васильевич, хăйĕн тивĕçне нумай çул хушши пĕлсе те яваплăн пурнăçланăшăн вăл Елена Петровнăна «РФ вĕрентÿ тата наука министерствин пĕтĕмĕшле пĕлÿ паракан хисеплĕ ĕçченĕ» медальпе наградăлама йышăнни çинчен пĕлтернĕ. Çавăн пекех Ю.Соколов район администрацийĕн Хисеп грамотисемпе М.Левинана, Э.Калюкована, В.Романована, В.Емельянована чысланă.
Вĕрентÿ ĕçченĕсен профсоюз комитечĕн председателĕ Е.Николаева профсоюзăн активлă членĕсене Н.Федотовапа В.Шишкинана Хисеп хучĕсем панă. Çавăн пекех ача садĕнче ĕçлекенсене те, ветерансене те «Светлана» тулли мар яваплă обществăн руководителĕ С.Белоусова, Росгосстрах компанин районти уйрăмĕн начальникĕ И.Алексеева, А.Хованский предприниматель, ачасен Вăрмарти ÿнер шкулĕн директорĕ Т.Гаврилова, районти ача сачĕсен руководителĕсем, ытти яваплă çынсем саламланă. Уява савăнăçлă концертпа вĕçленĕ.
Источник: "Урмарская районная газета"
Первоисточник: А.ЧЕРНОВ