10 октября 2015 г.

Ялхуçалăхĕ экономика кăна мар - вăл пурнăçăн йăлана кĕнĕ йĕркине тытса пыни те. Çĕр çинче ĕçлесе эпир хамăрăн йăх-тымарсене хисепленине палăртатпăр. Çакна вара мĕн авалтан «Тымарĕ мĕнле - тĕшши те çавăн пекех пулать», - тесе палăртнă. Кĕркунне, пÿлме тухăçпа тулнă вăхăтра, эпир яланах ялхуçалăх ĕçченĕсен ĕçне пĕтĕмлететпĕр.
Кăçал районти ялхуçалăх предприятийĕсемпе хресчен (фермер) хуçалăхĕсем пĕрчĕллĕ тата пăрçа йышши культурăсене 16553 гектар çинче çитĕнтерсе 34844 тонна тĕш тырă çапса тĕшĕленĕ. Малтанлăха палăртнă тăрăх районĕпе пĕр гектар пуçне вăтамран 21,1 центнер тĕш тырă тухнă, çав шутра чи пысăк тухăç «Ямуков Г.Н.» хресчен (фермер) хуçалăхĕнче пулнă - пĕр гектар çĕр пуçне шутласан 43 центнер пухса илнĕ, çĕр улмине гектартан 400 центнер пухса кĕртнĕ. Хуçалăхра 2300 тонна çĕрулми вырнаçмалăх çĕнĕ технологипе хранилище хăпартса лартни те пысăк пĕлтерĕшлĕ.
Районти чи тухăçлă ĕçлекен хуçалăхсене палăртса хăварма та кăмăллă. Хресчен (фермер) хуçалăхĕсем: «Ямуков Г.Н.» - пуçлăхĕ Г.Ямуков, «Иванов В.А.» - пуçлăхĕ В.Иванов, «Иванов Н.А.» - пуçлăхĕ Н.Иванов, «Арманов В.К.» пуçлăхĕ В.Арманов, «Иванова О.А.» - пуçлăхĕ О.Иванова, «Сергеев В.М.» - пуçлăхĕ В.Сергеев тата ыттисем те. Вĕсем пур енĕпе те хастар ĕçлесе районта, республикăра ырă ятлă пулчĕç. «Урмарская» ăратлă кайăк-кĕшĕк фабрики» акционерсен уçă обществи кăçал 1842 гектар çинчен 3,5 пин тонна ыраш, урпа, кĕрхи тата çурхи тулă çапса тĕшĕленĕ. Витаминлă курăк çăнăхне 280 тонна хатĕрленĕ.
«Иванов В.А.» хресчен (фермер) хуçалăхĕнче кĕрхи пĕрчĕллĕ культурăсене 510 гектар çинче акнă. 1000 гектар çинчи çĕр лаптăкне хальхи йышши меслетпе кĕркунне кăпкалатса хăварнă. Районĕпе илсен пурĕ 11 пин гектар ытларах çĕр çинче кĕрхи çĕртме ĕçĕсем пурнăçланă.
Районта хăмла плантацийĕсенче ĕçлесси те аван пулса пырать. 24 гектар çинче тухăçлă хăмла çитĕнтернĕ, 2 гектар çинче çамрăк хунавсем çитĕнеççĕ. Кĕркунне тепĕр 4 гектар çинче çамрăк хунавсем лартса хăварасшăн. Малтанлăха палăртнă тăрăх пурĕ 50,4 тонна, пĕр гектар çĕр пуçне 21 центнер «симĕс ылтăн» пухса кĕртнĕ.
Мăйракаллă шултра выльăхсен йышне те ÿстерсех пыратпăр. Ку енĕпе Тикашри «Иванов Н.А» тата Арапуçĕнчи «Иванов В.А.», Кĕтеснерти «Игнатьев А.Ю.», «Тимофеев Н.В.» хресчен (фермер) хуçалăхĕсемпе «Вăтам Энĕш» тулли мар яваплă обществăра мĕнпур майсемпе усă курса тĕрлĕ ĕçсем туса ирттереççĕ. Ялхуçалăх ĕçĕ пĕр вырăнта тăмасть. Пĕр ĕç вĕçленет - тепри тупăнсах тăрать.
Ялхуçалăх тата тирпейлекен промышленноçăн ĕçченĕсен уявĕ ячĕпе пурне те саламласа малашлăх тĕллевĕсене ăнăçлă пурнăçлама сывлăх, телей сунатăп.
Источник: "Урмарская районная газета"
Первоисточник: Д.ИВАНОВ