АУ «РЕДАКЦИЯ УРМАРСКОЙ РАЙОННОЙ ГАЗЕТЫ "ХĔРЛĔ ЯЛАВ" ("КРАСНОЕ ЗНАМЯ") МИНИНФОРМПОЛИТИКИ ЧУВАШИИОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ

Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Аслă ăрури çынсене чысларĕç

07 октября 2015 г.

Аслă ăрури çынсене чысларĕç

Пĕтĕм тĕнчери ватă çынсен кунĕнче аслă ăрури çынсене чысласси çирĕпленнĕ йăла-йĕрке. Кашни çулах вăл хăйнеевĕрлĕрех те кăсăклăрах иртет.

Вăрмар поселокĕнчи «Урмарский» культурăпа кану центрĕнче ăна «Çепĕç кĕвĕсен янравĕ...» концерт программипе çыхăнтарса йĕркелерĕç. «Театр çÿлти тумтире хывмалли вырăнтан пуçланать», - теççĕ, çак кунхи уяв вара районти тĕп библиотека ĕçченĕсем фойере йĕркеленĕ тĕрлĕ куравсенчен пуçланчĕ. Культура ĕçченĕсен хăйсемпе тĕрлĕ çулсенче вăй хунă ĕçтешĕсен сăн ÿкерчĕкĕсемпе, вĕсен пурнăçĕнчи хăш-пĕр самантсемпе паллашнă хыççăн куçĕсем те шывланчĕç.

Аслă ăрури хисеплĕ çынсене район администрацийĕн пуçлăхĕ А.Тихонов, Вăрмар хула администрацийĕн пуçлăхĕн заместителĕ Л.Голубева тата ытти яваплă должноçри çынсем пухăннисене çак уявпа саламласа çирĕп сывлăх, вăрăм кун-çулпа телей сунчĕç. Салам сăмахĕсене юрă-ташă номерĕсем ылмаштарса пыни уяв программине хăйнеевĕр те пуянрах тума пулăшрĕç.

Кивĕ Вăрмарта ватăсене ялти культура çуртĕнче чысларĕç. Вĕсене ял тăрăхĕн пуçлăхĕн ĕçне вăхăтлăх пурнăçлаканĕ Л.Федорова, «Урмарская» ăратлă кайăк-кĕшĕк фабрикин профсоюз комитечĕн председателĕ Г.Петров, район депутачĕсен Пухăвĕн депутачĕ Г.Николаев, шкул директорĕ С.Антонов саламларĕç. Хаклă çыннăмăрсене культура çурчĕ çумĕнчи хĕрарăмсен «Мерчен» ушкăнĕ чĕререн тухакан юрăсемпе савăнтарчĕç.

Кĕлкешри ял тăрăхĕнче пурăнакан ватăсене ялти библиотекăра хапăл турĕç (ÿкерчĕк çинче). Пухăннисене библиотека заведующийĕ В.Степанова, клуб заведующийĕ З.Жандарова саламларĕç. Кĕлкешри шкулта вĕренекенсем уяв концерчĕ лартса пачĕç. Çак кунсенче «Ырă ĕç» акцие хутшăнса Арапуçĕнчи «Керменкке» ача-пăча садĕнчи воспитательсемпе кунта çÿрекен ачасем çак ялта пурăнакан 94 çулти ветеран-педагог Н.Никифорова патне кайса вĕрентекенсен кунĕ ячĕпе саламларĕç, чечек çыххисем парнелерĕç, хăйсен пултарулăхĕпе паллаштарчĕç.

Кĕтеснерте Ваттисен кунĕ ячĕпе савăнăçлă уяв иртрĕ. Унта пухăннисене ялти культура ĕçченĕсем чечексем парса чысланипе пуçланчĕ. Малтанах ватăсене ял администрацийĕн специалисчĕ Е.Никонорова тата ялти ветерансен Совечĕн председателĕ А.Иванов ăшшăн саламларĕç. Унтан ялти Культура çурчĕн ĕçченĕсем хатĕрленĕ пысăк концерт пуçланчĕ. А.Скворцов, С.Скворцова, И.Германова тата Э.Пегеева ватăсене хăйсен юррисемпе савăнтарчĕç. Куракансем те вĕсене нумайччен алă çупса хавхалантарсах тăчĕç. Концерт вăхăтĕнчех ертсе пыракансем залра ларакан чылай çынсене ятран каласа саламларĕç, юрăсем парнелерĕç. Кунтах «Чи лайăх чечек çыххи» тата «Чи тутлă апат-çимĕç» ятлă конкурссене пĕтĕмлетрĕç. Пĕрремĕш конкурсра Ивановсен кил хуçалăхĕнче хатĕрленĕ «Сывă пул, çамрăклăх» ятлă чечек çыххи малти вырăн йышăнчĕ, Г.Гурьевăн «Кĕрхи илем» çыххи - иккĕмĕш, Е.Питрукова хатĕрленĕ «Пурнăç илемĕ» чечек çыххи виççĕмĕш вырăнта пулчĕ. «Чи лайăх апат-çимĕç» конкурсăн çĕнтерÿçисене палăртма жюри членĕсене çăмăлах пулмарĕ. Асăннă конкурсра О.Семенова хатĕрленĕ «Витĕр çапакан» ятлă бутерброд чи лайăххи пулчĕ. Иккĕмĕш вырăнта - Н.Лаврентьева хатĕрленĕ «Çĕрулмипе фарш» ятлă блюдо. «Кĕр çимĕçĕ» блюдăпа Г.Григорьева виççĕмĕш пулчĕ. Çĕнтерÿçĕсене асăнмалăх парнесем парса чысларĕç.

 

Источник: "Урмарская районная газета"

Первоисточник: В.ТОЛМАТОВ, Н.ЗАПОЛЬСКАЯ, З.ЖАНДАРОВА, В.ХРИСТОФОРОВА, Е.ТЕРЕНТЬЕВА

Мой МирВКонтактеОдноклассники

Яндекс.Метрика

 

Система управления контентом
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика