АУ «РЕДАКЦИЯ УРМАРСКОЙ РАЙОННОЙ ГАЗЕТЫ "ХĔРЛĔ ЯЛАВ" ("КРАСНОЕ ЗНАМЯ") МИНИНФОРМПОЛИТИКИ ЧУВАШИИОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ

Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Тăрăшакан йывăрлăха хыçа хăварĕ

07 октября 2015 г.

Тăрăшакан йывăрлăха хыçа хăварĕ

Район администрацийĕн пуçлăхĕ А.Тихонов районти предприятисен, хуçалăхсен, организацисемпе учрежденисен ĕçĕ-хĕлĕпе вырăнта паллашас тĕллевпе ĕç коллективĕсене тăтăшах çитсе çÿрет.

Çак кунсенче вăл «Светлана» тулли мар яваплă обществăра пулса кунта туса кăларакан продукципе паллашнă. 64 çынран тăракан коллектив ĕçре усă куракан çуллахи тата хĕллехи ĕç тумтирĕ çĕлесси çине тимлĕх уйăрать, унсăр пуçне вырăн таврашĕн пуххи, курткăсемпе халатсем çĕлеççĕ. Предприяти филиалĕсем Вăрмар поселокĕсĕр пуçне Чупай тата Энĕшпуç ял тăрăхĕсенче ĕçлеççĕ. Тулли мар яваплă общество продукцине районта, республикăра кăна мар, кÿршĕллĕ Тутарстан, Удмурти Республикисенче, Мускав хулипе унăн облаçĕнче те хапăлласах туянаççĕ.

«Светлана» обществăн тавар пахалăхĕ пысăк шайра пулни çинчен республикăра ирттернĕ «Чăваш Республикинче экспорта ăсатакан чи лайăх тавар» конкурсри «Вак тата вăтам бизнесĕн чи лайăх проекчĕ» номинацире «Çĕвĕ производствин аталанăвĕ» проектра ентешсем пĕрремĕш вырăн йышăнни те çирĕплетет.

Александр Иванович производство цехĕнче пулса кунта ĕçлекенсемпе курса калаçнă, вĕсен ыйтăвĕсем çине хуравланă.

 

Источник: "Урмарская районная газета"

Первоисточник: Н.ШИШКИНА

Мой МирВКонтактеОдноклассники

Яндекс.Метрика

 

Система управления контентом
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика