07 октября 2015 г.

Октябрĕн 2-мĕшĕнче Сочире РФ Правительствин Председателĕн заместителĕ О.Голодец Пĕтĕм Раççейри регионсен социаллă аталанăвĕн программисен А.П.Починок ячĕллĕ премие çĕнсе илмелли конкурсне пĕтĕмлетнĕ.
Ачасем тăлăха тата ашшĕ-амăшĕн ăшшисĕр юласран сыхланса пурнăçламалли профилактикăпа çыхăннă номинацире Шупашкарти çул çитменнисен социаллă реабилитаци центрĕн «Шанчăк сăпки» программине пурнăçланăшăн Чăваш Ен Правительстви Диплома тивĕçнĕ.
Раççей патшалăх социаллă университечĕн ректорĕ Н.Починок Диплома ЧР Пуçлăхне М.Игнатьева панă май çапла каланă: «Чăваш Республики Пĕтĕм Раççейри регионсен социаллă аталанăвĕн программисен конкурсĕн чи пысăк наградине иккĕмĕш хут илнипе чăннипех мăнаçланатăп!».
Михаил Васильевич республика Правительствин, социаллă отрасль ĕçченĕсен ĕçне çапла пысăка хурса хакланăшăн тав тунă, патшалăх социаллă тĕллевсене тĕпе хунă май регионта тăваттăмĕш çул демографи лару-тăрăвĕ лайăхланса пынине, нумай ачаллă çемьесем йышланнине, çынсен пурнăç тăршшĕ вăрăмланнине палăртнă.
Источник: "Урмарская районная газета"
Первоисточник: ЧР ПА пресс-служби.