03 октября 2015 г.
Сентябрĕн 29-мĕшĕнче Чĕре кунне паллă турăмăр. Вăл «Чĕре - пурăнмашкăн» тĕллевпе иртрĕ. Пĕтĕм тĕнчери чĕре федерацийĕ çавна май политиксене, медиксене, пациентсене, организацисемпе уйрăм çынсене тимлĕрех пулма ыйтать. Унсăр пуçне Раççей Президенчĕ В.Путин пуçарнипе ку çула чĕрепе юн тымарĕсен чирĕсемпе кĕрешмелли наци çулталăкĕ тесе палăртнă. Асăннă амакăн хăрушлăхĕ тата унран сыхланмалли майсем çинчен Шупашкар хула больницин пĕтĕмĕшле практика врачĕн уйрăмĕн пуçлăхĕ Вера Станиславовна СИДЕЛЬЦЕВА каласа парать.
- Вера Станиславовна, чĕрепе юн тымарĕсен чир-чĕрне профилактикăлассин ыйтăвĕсен çивĕчлĕхĕ мĕнпе çыхăннă?
- Чĕрепе юн тымарĕсен чирĕсем хальхи вăхăтра тĕнчере анлăн сарăлса пыраççĕ тата вилĕм сăлтавĕсенчен пĕри шутланаççĕ: çавна пула çуллен 17,3 млн çыннăн пурнăçĕ татăлать. Раççейре те вĕсем социаллă пĕлтерĕшлĕ чирсен йышĕнче малта тăраççĕ. Пĕтĕм Раççейри кардиологсен ăслăлăх обществин кăтартăвĕсем тăрăх - çĕршыв халăхĕ пурнăçран уйрăлнин сăлтавĕсен çурри асăннă амакпа çыхăннă. Сăмах май, Раççейре пурăнакансенчен 23 миллионĕ чĕрепе аптрать. Уйрăмах йывăрри - миокард инфаркчĕ, урăхла каласан - чĕре мышцисене юнпа тивĕçтерсе тăрасси пăсăлнипе унăн клеткисем вилни.
Миокард инфаркчĕпе вилекенсен проценчĕ пысăк. Вăл çыннăн ÿсĕмне тиркемест: халĕ çамрăксене те ярса илчĕ. 35-50 çулхисене илес пулсан, асăннă чирпе нушаланакансем арçынсен хушшинче хĕрарăмсемпе танлаштарсан 50 хут нумайрах.
- Сăлтавĕ мĕнре-ши?
- Артерисен атеросклерозне пула, коронарлă тымарсем пĕрĕннипе е атеросклероз чăмакки татăлса артерие тромбпа хупланнипе чĕре мышцин уйрăм лаптăкне юн сасартăк пыма пăрахать. Урăхла каласан миокард инфаркчĕн сăлтавĕсен 90-95 проценчĕ коронарлă артерисен атеросклерозĕнчен килет.
Çак чирĕн сăлтавĕ тĕрлĕрен: ăруран ăрăва куçни, юн пусăмĕ пысăкки, холестерин шайĕ ÿсни, табак туртни е ăна чăмлани, ÿт-пÿ виçи нормăран иртни е самăрланни, сахăр чирĕ, хускану çукки, çуллă апат ытлашши çини, кăмăл-туйăмăн час-часах пулакан стресĕсем, ватлăх.
Миокард инфаркчĕн тĕп симптомĕ - чĕре тĕлĕнче, кăкăрăн сулахай енче хĕссе е пусса ыратать, сывлăш пÿлĕнет, ыратни сулахай алла ?харăсах иккĕшне те% е хулпуççие, мăя, янаха, хул калаккисен хушшине, сулахай хул калаккин айне куçма пултарать* вăйлă ĕçленĕ хыççăн ыратать, çакă 10 минутран ытларах тăсăлать, нитроглицеринпа усă курнă хыççăн та иртмест* ÿте шуранка тĕс çапать, сивĕ те лăймака тар тапса тухать, чĕре япăх ĕçленĕ чухнехи палăрăм вăйланать* алă-ура сивĕнсе пырать* тăн çухатни те пулать* чĕре таппи пăсăлать, сывлама йывăрланать* чирлĕ çын пăлханма тытăнать, ăна вилĕм çывхарас туйăм хăратма пуçлать.
- Симптомĕ тĕрлĕрен пулсан диагноз лартмашкăн кансĕр мар-и?
- Диагноза тĕрĕс палăртмашкăн электрокардиограмма тĕпчевне тĕпе хураççĕ. Вăл кăтартнипе миокард инфаркчĕ пуррине кăна мар, уйрăм палăрăма та - чĕре мышци сиенленнин тарăнăшне, анлăшне, унăн вырăнне - уçăмлатма май килет. Миокардри некротика улшăнăвĕсем хыççăн тăрăлнă юн шывĕн ферменчĕсен куçăмне тĕрĕслени те диагностикăшăн пĕлтерĕшлĕ. Васкавлă пулăшу машининчех çак тестсене палăртма май килет. Диагноза маларах лартатăн - сиплеве тăхтаса тăмасăр пуçăнатăн.
- Асăннă симптомсене туйса илсен пациентăн мĕн тумалла?
- Кун пек чухне васкавлă пулăшăва килти телефонпа - 03, «Билайн», МТС, Мегафон оператор абоненчĕсен карас телефонĕпе - 030, çăлавăн экстреннăй службине 112 номерпе шăнкăравламалла. Тухтăр килсе çитиччен чирлĕ çынна чĕлхе айне пĕр таблетка нитроглицерин хуртармалла, ыратни иртмесен 5 минутран - тепре, анчах виççĕрен ытлашши мар. Кун пек чухне юн пусăмне тĕрĕслесех тăмалла. Енчен те унăн кăтартăвĕ ртуть юпин 90 мм пĕчĕкрех пулсан нитроглицерин пама юрамасть. Юна шĕветме аспирин таблеткине вĕтетсе ĕçтермелле.
- Миокард инфарктне сирме пулать-и?
– Чĕрепе юн тымарĕсен чирĕ патне илсе пыракан сывă мар пурнăç йĕрки çул çитменнисен ÿсĕмĕнчех вăй илнине шута хурса профилактикăна ача чухнех пурнăçламалла. Çитĕннисен ывăл-хĕрне тĕслĕх кăтартмалла. Пĕтĕм тĕнчери чĕре федерацийĕ ачасемпе çамрăксем табак туртнипе кĕрешет тата сывă апатланăва, тĕрлĕ хускану тумашкăн пуçаруллă хутшăнассине пропагандăлать.
Юн пусăмне, глюкоза тата липид шайне сăнаса тăни, пахалăхлă та тутлăхлă апатланни, физкультурăпа туслашни чĕрепе юн тымарĕсен чирне сирме май параççĕ.
Источник: "Урмарская районная газета"