03 октября 2015 г.

Çыннăн Турă панă талант пĕр процент пулсан ыттине вара хăйĕн туптамалла. Çакна асăрхаса курма пултаракан, малалла аталантаракан тĕрлĕ сферăри ятарлă çынсем - хăй ĕçĕнче чăн ăстасем - пурри чуна савăнтарать.
Акă, ачасен Вăрмарти ÿнер шкулĕнче вĕрентекенсемпе кунта ку е вăл музыка инструменчĕпе калама вĕренес тĕллевпе çÿрекен ачасем уйрăм туртăмпа палăраççĕ тесен те йăнăш пулмасть. Вĕсем çак ăсталăха çăмăллăнах парăнтарма пултараççĕ ?паллах, вĕренмесĕр пулмасть%. Кунпа пĕрлех Турă панă хитре сассипе илемлĕ юрă шăрантараççĕ.
Калас сăмахăм манăн кĕвĕ-çемĕ лаççинче нумай çул хушши хăйнеевĕр пултарулăхĕпе палăракан, хăйĕн творчествăри пуян опытне кунсеренех мĕнпур вăйне шеллемесĕр ачасем патне çитерессишĕн тăрăшакан Иван Валентинович Филиппов пирки пулĕ.
Тарăн пĕлÿллĕ специалист, çавăн пекех ЧР музыка обществин тава тивĕçлĕ ĕçченĕ, ачасене гитарăпа выляма хăнăхтарать. Акă, вĕсем пĕтĕм кăмăлтан вĕренме çÿрекенсем: А.Васильев, К.Семенов, Н.Иванова ?1 класс%* С.Антонова ?2 класс%* И.Голосов, Д.Корнилова, С.Корнилова ?3 класс%* А.Николаев ?5 класс%. Кашни ачан кăмăлне туйма пĕлет вăл, унпа пĕр чĕлхе тупать. Çакă çĕнĕрен те çĕнĕ çитĕнÿсем тума май парать. Акă, тĕрлĕ вĕренÿ çулĕсенче унăн вĕренекенĕсем Н.Иванова вокал тĕлĕшĕпе, И.Голосов - гитарăпа кĕвве илемлĕн, чуна тыткăнламалла каласа республика шайĕнче иртнĕ конкурссенче Дипломсем çĕнсе илни, маларахри çулсенче кунтах музыка пĕлĕвне илнĕ А.Павлова, Л.Павлова, Е.Гаврилова «Флейта Леля» конкурсăн дипломанчĕсем пулни, республикăри «Çумăр çăлтăрчăкĕ» конкурсра И.Егорова 2-мĕш степеньлĕ Диплома çĕнсе илни, пурне каласа та пĕтереес çук - пĕтĕмпех Иван Валентиновичăн творчествăри ĕç-хĕлне çÿллĕ шая çĕклет.
Ачасен Вăрмарти ÿнер шкулĕнчен сахал мар пултаруллă, музыка ĕçне малалла аталантаракан çамрăк вĕренсе тухнă. Вĕсем ирттерекен концертсене çÿресе çынсем чăн-чăнах юрă-кĕвĕ тĕнчине кĕрсе ÿксе чун-чĕререн киленеççĕ, пултаруллă ачасем çитĕннипе савăнаççĕ.
Источник: "Урмарская районная газета"
Первоисточник: И.АНТОНОВА