03 октября 2015 г.

Вĕрентекен профессийĕ - питĕ пысăк - пĕлтерĕшлĕ те яваплă тивĕç. Вĕсем ачасене тĕрлĕ енлĕ пулăшу илме пулăшаççĕ, ырă чунлă пулма, çут çанталăка юратма, Тăван çĕршыва юрăхлă çын пулма, пĕр-пĕринпе туслă пурăнма вĕрентсе ÿстереççĕ. Вĕсен пултарулăхĕпе профессилле ăсталăхĕнчен шкул ачин пуласлăхĕ нумай килет.
Пирĕн районти вĕрентÿ учрежденийĕсенче 2327 вĕренекен пĕлÿ пухать, 243 ача пĕрремĕш класа кайрĕ. Пĕлÿ парас ĕçре пĕтĕмĕшле 285 вĕрентекен тăрăшать, вĕсенчен 95,8 проценчĕ аслă пĕлÿллĕ, 4,2 проценчĕ - ятарлă вăтам пĕлÿллĕ, аслă категориллĕ вĕрентекенсем - 93 ?32,6 процент%, пĕрремĕш категориллĕ - 185 ?64,9 процент%. Вĕрентекен ĕçĕ яланах пархатарлă та сумлă пулнă, паян кун та çаплах. Акă, юлашки çулсенче тин анчах алла диплом илнĕ çамрăк специалистсене вĕрентÿ ĕçне явăçтарма патшалăх тĕрлĕрен пулăшу программисем йĕркелет. Хальхи вăхăтра педагогсене ĕç стажĕ 3 çула çитиччен ĕç оклачĕ çумне тепĕр 0,5 коэффициент чухлĕ хушса тÿлеççĕ. 2013 çулта районта 2 çамрăк специалиста патшалăх программипе килĕшÿллĕн пурăнмалли çурт-йĕрпе тивĕçтернĕ. Черетре тăракансем те пур. Çавăн пекех пирĕн тăрăхра «Çамрăк педагогсен канашĕ» ĕçлет, вăл 30 ытла çамрăк специалиста пĕрлештерет. Ăна Урнар шкулĕн директорĕ О.Васильев ертсе пырать. Вĕсен тĕллевĕ - çамрăк специалистсене яллă вырăнсенче ĕçлеме условисем туса парасси, вĕрентÿ сферинчи çĕнĕлĕхсене пурнăçа кĕртсе пырасси. Çавăн пекех кашни шкултах «Наставниксен шкулĕ» пур, кунта аслă педагогсем хăйсен ĕçри пуян опычĕпе çамрăк специалистсене вĕрентсе пыраççĕ.
Источник: "Урмарская районная газета"
Первоисточник: В.ВИКТОРОВА