26 сентября 2015 г.

Чăваш Республикинче кашни яла хытă сийлĕ çулпа çыхăнтарас ĕçе темиçе çул каяллах ăнăçлă пурнăçларĕç.
Халĕ хула, ял тăрăхĕсенчи урамсене хăтлăх кĕртес ĕç вăй илсе пырать. Çак енĕпе Энтрияль ял тăрăхĕнче курăмлă ĕçсем туса ирттереççĕ. Ку тĕлĕшпе ял тăрăхĕн администрацийĕ «Транспортник» тулли мар яваплă обществăпа ĕç килĕшĕвĕ тунă. Асăннă коллектив ĕçченĕсем Уйкас ялĕнчи Суворов тата Солнечная урамсем хушшинчи тăкăрлăкра юсав ĕçĕсем ирттернĕ. Подрядчик ĕçе палăртнă пекех кĕске вăхăт хушшинче пахалăхлă пурнăçланă. Малашне ял тăрăхне кĕрекен ытти ялсенчи урамсене те якатса тикĕслес ĕçе пурнăçлассине палăртнă.
Пуçланă ĕçе вĕçне çитеретпĕрех.
Источник: "Урмарская районная газета"
Первоисточник: Л.ГРИГОРЬЕВА.