26 сентября 2015 г.

Ачасене тивĕçлĕ воспитани парасси, вĕсен тавракурăмне анлăлатасси, Тăван çĕршыва юратма вĕрентсе ÿстересси, тус-юлташа хаклама вĕрентесси чи малтанах ашшĕ-амăшĕнчен пуçланать.
Çулталăк çурă тултарсан пепкене эпир ача сачĕсене вырнаçтаратпăр, воспитательсен аллине паратпăр. Вĕсен ăсталăхĕнчен, тăрăшулăхĕнчен ача ÿссе çитсен мĕнле çын пуласси нумай килет-çке. Пархатарлă та çăмăл мар ĕçре тÿрĕ кăмăлпа вăй хураççĕ Вăрмарти 5-мĕш номерлĕ «Родничок» ача-пăча садĕнчи шкул çулне çитмен ачасемпе ĕçлекенсем. Кунта тĕрлĕ ÿсĕмри 8 ушкăнра 168 шăпăрлан куллен çÿрет, вĕсем çирĕп те сывă ÿсчĕр тесе 36 ĕçчен вăй хурать, çав шутран ачасемпе 12 воспитатель ĕçлет. Кунти пĕтĕм ĕç-пуçа ăнăçлăн йĕркелесе пырать М.Иванченко заведующи. Асăннă учреждени уçăлнăранпа çулталăк та çитмен, апла пулсан та ĕçлеме ăнтăлакан мал ĕмĕтлĕ çамрăк специалистсен пĕр шухăшлă коллективĕ тĕвĕленнĕ. Акă, Н.Семенова аслă воспитатель, Т.Тимушкина логопед, музыка руководителĕ Л.Ковалевская, М.Порфирьева воспитатель тата ыттисем те хăйсен ĕçĕнче пултарулăхĕпе палăраççĕ. Район, республика, Пĕтĕм Раççей шайĕпе иртекен конкурссене хутшăнса нумай чухне Хисеп грамотисемпе Дипломсем çĕнсе илеççĕ. Хăйсен пĕлĕвне те ÿстерсех пыраççĕ. Акă, 2015 çулхи октябрĕн 1-мĕшĕ тĕлне пур воспитатель-педагогсем те федераллă патшалăхăн вĕрентÿ стандарчĕпе килĕшÿллĕн пĕлÿ илнĕ. Шупашкартан оперăпа балет театрĕнчен артистсем килсе мюзикл-театрĕ кăтартаççĕ, Вăрмарти ÿнер шкулĕпе пĕрле уявсене хатĕрленеççĕ* çул-йĕр çинчи хăрушсăрлăх темăпа ачасемпе занятисем ирттереççĕ тата ытти те.
Источник: "Урмарская районная газета"
Первоисточник: И.АНТОНОВА.