АУ «РЕДАКЦИЯ УРМАРСКОЙ РАЙОННОЙ ГАЗЕТЫ "ХĔРЛĔ ЯЛАВ" ("КРАСНОЕ ЗНАМЯ") МИНИНФОРМПОЛИТИКИ ЧУВАШИИОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ

Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Çынна сăмах тăрăх çеç хакламаççĕ

23 сентября 2015 г.

«Çынна сăмах тăрăх мар, ĕç тăрăх хаклаççĕ», - тенĕ мĕн авалтан. Çавăнпа та сентябрĕн 13-мĕшĕнче пĕрлехи сасăлав кунĕнче Республика Пуçлăхне кама суйласси паллăччĕ - М.Игнатьева. Чăнлăх çиеле тухрĕ. Аякка каймăпăр. Ача сачĕсенче вырăнпа тивĕçтерес ыйту çивĕч тăратчĕ районта пĕр хушă. Вăрмар поселокĕнче çĕнĕ ача садне хута янă хыççăн пирĕн районта çак ыйту татăлчĕ. «Сывлăхлă наци - сывă çĕршыв» тетпĕр. Ку, чăн та, çапла, çакна шута хурса Раççей шайĕнче тĕллевлĕ программăсем ĕçлеççĕ. Вĕсен «çимĕçĕ» - пирĕн Кивĕ Вăрмар ялĕнче уçнă çĕнĕ фельдшерпа акушер пункчĕ. Ял район центрĕпе юнашарах вырнаçнă пулин те, кунта пурăнакан 1600 яхăн çыншăн вăл питĕ пĕлтерĕшлĕ. Ватăсене илес пулсан, çакна палăртма кăмăллă: М.Игнатьев республикăна ертсе пынă вăхăтра «Ĕç ветеранĕ» ята илмелли ĕç стажне çулталăк çурă таран чакарчĕç. Çакă пиншер çынна тĕрлĕ çăмăллăхсемпе усă курма майсем туса пачĕ. Тепĕр хут калас килет. Çынна ĕçĕ тăрăх хаклаççĕ, суйлавçăсен 65,54 проценчĕ Михаил Игнатьевшăн сасăлани çакна тепĕр хут çирĕплетет.

 

Источник: "Урмарская районная газета"

Первоисточник: В.ДМИТРИЕВ.

Мой МирВКонтактеОдноклассники

Яндекс.Метрика

 

Система управления контентом
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика