23 сентября 2015 г.
Кăçалхи ылтăн кĕркунне Кивĕ Вăрмарта «Алмаз сапаланчăкĕсемпе» те палăрчĕ. Çакăн ятлă Вăрмарти А.Ф.Федоров ячĕллĕ ачасемпе çамрăксен спорт шкулĕ çумĕнчи бокс клубне çÿрекенсем ялти культура çуртне унăн тренерĕ, СССР спорт мастерĕ Г.Николаев йĕркеленипе республикăри çамрăк боксерсене вăй виçме йыхравларĕç.
Турнир пысăк пĕлтерĕшлĕ пулнине ăна хаклама СССР тава тивĕçлĕ спорт мастерĕ, бокс енĕпе тĕнче чемпионĕ В.Львов килни те çирĕплетет. Çак кун культура çуртне боксерсем кăна мар, республикăн тĕрлĕ кĕтесĕсенчи сывă пурнăç йĕркине тытса пыракан вуншар-вуншар çын хутшăнчĕ. Кĕрешÿ çивĕч иртрĕ. Çамрăксем хушшинче çулсеренех ăста та пултаруллă спортсменсем ытларах та ытларах çитĕнни савăнтарать. Апла пулин те Вăрмарсем хăйсен чысне çÿллĕ шайра хÿтĕлерĕç, «Алмаз сапаланчăкĕсем» куçа йăмăхтармаллах çиçрĕç ринг çинче. Çакă Геннадий Меркурьевич тренер хăйĕн ĕçне пĕлсе те чунне парса ĕçлени çинчен калать.
Чăваш Енре бокс енĕпе пĕрремĕш секцине Шупашкарта 1943 çулта йĕркеленĕ. 1960 çулта секцине Вăрмар районĕнче те уçнă. Чăваш боксерĕсем Раççейре тата СССРта ăнăçлă ăмăртнă.
Источник: "Урмарская районная газета"
Первоисточник: В.ВАСИЛЬЕВ.