19 сентября 2015 г.

Ял ĕçченĕсемшĕн халĕ хĕрÿ тапхăр - ĕççи малалла пырать. Пĕрчĕллĕ культурăсене пухса кĕртнипе пĕрлех тымар-çимĕçсене те пухаççĕ.
Иртнĕ кунсенче «Сарабай» хресчен (фермер) хуçалăхĕнче пултăмăр. Кунта пĕрчĕллĕ культурăсене юлашки гектарсем çинче пухса кĕртетчĕç. Хуçалăх пуçлăхĕ малтанхи çулсенче ĕçпе палăрса кĕрлесе тăракан «Шигали» хуçалăха ертсе пынă А.Ульянов. Вăл хăй ĕçне чăннипех чунтан парăннă. Унăн калаçăвĕ те яланах çĕр ĕçĕпе çыхăннă, унта çитĕнтерекен культурăсене еплерех тухăçлă та тупăшлă çитĕнтерме май пурри çинчен калаçма кăмăллать. Ахальтен мар ĕнтĕ вăл 2002 çулта Мускавра иртекен конференцире хир сĕллине хирĕç кĕрешмелли меслет çинчен хăйĕн опычĕпе паллаштарнă. Çулсем иртнĕçемĕн унăн ĕçри опычĕ татах та пуянланса пынă. Çавăнпа та пулĕ районта çĕр ĕçĕпе çыхăннă республика, район шайĕнчи мероприятисене тăтăшах «Шигали» хуçалăхра ирттеретчĕç. «Уй кунĕсем» ирттернĕ самантра вара вăл ертсе пыракан хуçалăхри пĕрчĕллĕ культурăсен анисем тасалăхĕпе те ытти хуçалăхрисенчен лайăххипе уйрăлса тăнă. Яланах ырă сăмаха тивĕçлĕ пулнă.
«Пурнăç урапи пĕр тикĕссĕн кусмасть», - теççĕ халăхра. Çакăн пек каласа вара чылай чухне çыннăн пурнăçне сăнласа параççĕ, мĕншĕн тесен вăл хăйĕн кун-çулĕнче темле йывăрлăха та чăтса ирттерет. Малалла ăнтăлакан вара йывăрлăха парăнмасть. А.Ульянов «Сарабай» хуçалăх йĕркелесе ярса 300 гектар çĕр çинче акса-туса илет. Унта вăл урпа, сĕлĕ, тулă çитĕнтерет, анисем тап-таса. Хуçалăхри ĕçсене ытларах çемье подрячĕпе тата тăванĕсемпе пурнăçлаççĕ. В.Александров, Н.Матвеев водительсем, В.Петров комбайнер хăйсен тăрăшулăхĕпе ĕçре палăрса тăраççĕ. Малтанлăха палăртнă тăрăх пĕр гектар çĕр пуçне тулă 30 центнер, урпа - 35 центнер тухать. Анатолий Витальевич хăй те штурвал умне ларса тырă та вырать, автомашинăпа та турттарать. Ачаран ĕçе хăнăхса ÿснĕскерĕн алли ĕçпе кушăрханă, пичĕ хĕвелпе пиçĕхнĕ. «Сарабайсем» малашлăха çирĕппĕн туртăнаççĕ.
Источник: "Урмарская районная газета"
Первоисточник: А.АНТОНОВА.