АУ «РЕДАКЦИЯ УРМАРСКОЙ РАЙОННОЙ ГАЗЕТЫ "ХĔРЛĔ ЯЛАВ" ("КРАСНОЕ ЗНАМЯ") МИНИНФОРМПОЛИТИКИ ЧУВАШИИОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ

Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Пĕрле ĕç те кал-кал пырать

19 сентября 2015 г.

Пĕрле ĕç те кал-кал пырать

«Вăрмарти механика завочĕ» акционерсен уçă обществи иртнĕ ĕмĕртенпех, 1980 çултанпах, ăнăçлă ĕçлесе пырать. Унăн чи малтанхи утăмĕсем тутăхман тимĕртен промышленноç изделийĕсене турттарса çÿремелли тележкăсем туса кăларассинчен пуçланнă. Ун чухнех унăн вырăнти тата район тулашĕнче пурăнакан халăхран тĕрлĕ йышши саккассем чылай пулнă, çакă вара предприятин малашлăхĕ пысăк пулассине палăртнă темелле.

Акă, предприятие халăх тăтăшах килет. Кунта кил хуçалăхĕнче тимĕртен тунă хăйне кирлĕ тĕрлĕ йышши изделисене саккас парать. Тавар ассортименчĕ те çав тери пысăк! Çапла, пĕрне - чечек чÿлмекĕ лартмалли хатĕр, теприне - хитре эрешлетсе тунă хапха, виççĕмĕшне - кил умне тытмалли карта кирлĕ-и - пурте кунта килеççĕ, мĕншĕн тесен халăхăн ыйтăвне пысăк пахалăхпа тата кĕске вăхăт хушшинчех пурнăçлама тăрăшаççĕ. Ахальтен мар пулĕ вĕсен ырă ятне çĕршывăн тĕрлĕ кĕтесĕсенче пĕлеççĕ, вĕсемпе ĕçлеме кăмăл тăваççĕ. Акă, лифтăн саппас пайĕсене, уйрăм хуçалăхра усă куракан газ хуранĕсем валли турбулятор (ку вăл ĕç тухăçлăхĕн коэффициентне ÿстерме май парать) хатĕрлеççĕ, вĕсене пĕтĕмпех Мускав хулине ăсатаççĕ. «Кунпа пĕрлех хамăр кăларакан изделисене - картасене, хапхасене тата ыттине те - ÿкерчĕкĕ енчен çĕнетме, урăхларах илемлетме пăхатпăр. Çакă ĕç тухăçлăхне татах та ÿстерме пулăшакан фактор-çке. Паянхи кун кунта вăй хуракан 14 рабочи хăйсен тивĕçне тÿрĕ кăмăлпа пурнăçлать», - пĕлтерет мал ĕмĕтлĕн предприяти директорĕ О.Венедиктов. Вĕсем тĕллевлĕ ĕçлени çак цифрăсенче те аван палăрать, 2015 çулти пĕрремĕш çур çулта тупăш 3 млн та 320 пин тенкĕпе танлашнă.

Халăхпа пĕрле вăй хурсан ĕç те кал-кал пырать. Малалла та производство калăпăшне тата тупăшне ÿстерсех пыма тăрăшаççĕ кунта ĕçлекенсем.

 

Источник: "Урмарская районная газета"

Первоисточник: И.АНТОНОВА.

Мой МирВКонтактеОдноклассники

Яндекс.Метрика

 

Система управления контентом
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика