АУ «РЕДАКЦИЯ УРМАРСКОЙ РАЙОННОЙ ГАЗЕТЫ "ХĔРЛĔ ЯЛАВ" ("КРАСНОЕ ЗНАМЯ") МИНИНФОРМПОЛИТИКИ ЧУВАШИИОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ

Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Йывăç касни йывăр преступлени шутне кĕрет

13 марта 2013 г.

Юлашки вăхăтра районти вăрмансенче саккуна пăсса йывăçсене каснă пирки лесниксем право хуралĕн органĕсене пыни йышланчĕ. Çапла 2012 çулхи октябрĕн 30-мĕшĕнче виçĕ арçын автомашина çине ларса Чупай ялĕ çывăхĕнче вырнаçнă вăрмана çул тытнă. Вăрманта арçынсем кăнтăр вăхăтĕнчех типнĕ 9 юман йывăççине бензопилапа касса йăвантарнă, вĕсене тиесе тухма хатĕрленнĕ. Анчах та преступлени вăхăтĕнчех йывăç касакансене полици сотрудникĕсем тытса чарнă. Пĕрин ячĕпе РФ УК 158 статйин 1 тата 30 статйин 3 пайĕсем тăрăх уголовлă ĕç пуçарнă.

Вăрман касакансен ĕçĕ РФ УК «Вăрманти йывăçсене саккуна пăсса касни» 260 статйине пырса тивет. Малтанах каснă 3 йывăçшăн административлă явап тытма тивнĕ пулсан, халĕ вара уголовлă ĕç пуçармалла. Саккуна пăсса йывăç касни йывăр, уйрăмах йывăр преступленисен шутне кĕрет.

Полици сотрудникĕсем граждансене йывăç касакансемпе пĕрле кĕрешме чĕнет. Енчен те эсир саккуна пăсса вăрман касакансем çинчен мĕн те пулин пĕлетĕр пулсан сире РФ ШĔМĕн районсем хушшинчи «Урмарский» уйрăмне пĕлтерме ыйтатпăр.

Мой МирВКонтактеОдноклассники

Яндекс.Метрика

 

Система управления контентом
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика