АУ «РЕДАКЦИЯ УРМАРСКОЙ РАЙОННОЙ ГАЗЕТЫ "ХĔРЛĔ ЯЛАВ" ("КРАСНОЕ ЗНАМЯ") МИНИНФОРМПОЛИТИКИ ЧУВАШИИОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ

Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Суту-илÿ тума ирĕк пулман

13 марта 2013 г.

Вăрмар район прокуратури Раççей ФМСĕн Чăваш Республикинчи Çĕрпÿри Управленийĕн районсем хушшинчи Вăрмарти уйрăмĕн территори пункчĕн начальникĕпе тата РФ ШĔМĕн районсем хушшинчи «Урмарский» уйрăмĕнчи полицин участокри уполномоченнăйĕпе А.Николаевпа пĕрле миграци законодательствине еплерех пурнăçланине тĕрĕсленĕ.

Тĕрĕслев вăхăтĕнче поселокри В.Сергеев предпринимателĕн «Шанчăк» лавкка çуртĕнче Азербайджан Республикин гражданинĕ Б.Иманов суту-илÿпе ĕçленине палăртнă. Азербайджан çыннин Чăваш Республикин территорийĕнче суту-илÿпе ĕçлеме ирĕк пулман, çапла вăл 25.07.2002 çулхи «Ют çĕршыв гражданĕсен Раççей Федерацийĕнчи право вырăнĕ» 115 номерлĕ федераллă саккунăн 13 статйине пăснă.

Б.Иманов ячĕпе миграци законодательствине пăснă пирки пухнă материалсене тивĕçлĕ мерăсем йышăнма Раççей ФМСĕн Чăваш Республикинчи Çĕрпÿри Управленийĕн районсем хушшинчи Вăрмарти уйрăмĕн территори пунктне панă. Тĕрĕслев материалĕсене пăхса тухнă хыççăн Б.Иманова РФ административлă право кодексĕн 18.10 статйипе килĕшÿллĕн административлă явап тыттарма йышăннă, 2 пин тенкĕлĕх штраф тÿлеттернĕ.

Мой МирВКонтактеОдноклассники

Яндекс.Метрика

 

Система управления контентом
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика