АУ «РЕДАКЦИЯ УРМАРСКОЙ РАЙОННОЙ ГАЗЕТЫ "ХĔРЛĔ ЯЛАВ" ("КРАСНОЕ ЗНАМЯ") МИНИНФОРМПОЛИТИКИ ЧУВАШИИОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ

Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Тăкаксене саплаштарма пулать

13 марта 2013 г.

2012 çулхи октябрь уйăхĕнчех «Хĕрлĕ ялав» хаçатра район прокурорĕн заместителĕн Г.Демьяновăн «Тÿлевлĕ пулăшу хакĕ пирки» статья пичетленсе тухнăччĕ. Унта «Водоканал» тулли мар яваплă общество шыв счетчикĕсене пломба лартнăшăн укçа тĕрĕс е тĕрĕс мар илнĕ ыйтăва хусатнăччĕ. Вăрмар поселокĕнче пурăнакансем ыйтнипе район прокуратури туллин тĕрĕслев ирттернĕ. Унăн пĕтĕмлетĕвĕсем тăрăх прокуратура çынсен прависемпе ирĕкне, саккунлă интересĕсене хÿтĕлесе, «Водоканал» тулли мар яваплă общество саккуна пăснине шута илсе - çакă сивĕ шыва шута илекен счетчиксене пломба лартнăшăн хушма укçа илнинче палăрать - Вăрмар район судне тавăç тăратнă. Район сучĕ çак ĕçе 2013 çулхи январĕн 13-мĕшĕнче пăхса тухнă. Суд прокуратура ыйтнине пĕтĕмпех тивĕçтернĕ, «Водоканал» общество пломбăсем лартнăшăн хушма укçа илни саккуна пăсни тесе палăртнă. Суд йышăнăвĕпе икĕ ен те килĕшнĕ, çавăнпа та саккунлă йышăну февралĕн 18-мĕшĕнчен вăя кĕнĕ. Çавăнпа та шыв счетчикĕсене лартнăшăн тата пăхса тăнăшăн «Водоканал» обществăна 2011-2012 çулсенче укçа тÿленĕ граждансем хăйсен тăкакне саплаштарма ыйтса «Водоканал» руководителĕ патне çырупа тухма пултараççĕ.

Мой МирВКонтактеОдноклассники

Яндекс.Метрика

 

Система управления контентом
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика