АУ «РЕДАКЦИЯ УРМАРСКОЙ РАЙОННОЙ ГАЗЕТЫ "ХĔРЛĔ ЯЛАВ" ("КРАСНОЕ ЗНАМЯ") МИНИНФОРМПОЛИТИКИ ЧУВАШИИОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ

Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Йĕлтĕр йĕрĕ васкама хистерĕ

13 марта 2013 г.

Йăлана кĕнĕ йĕркепе сывă пурнăç йĕркине пропагандăлас тĕллевпе поселокри тĕп стадионта районти «Хĕрлĕ ялав» хаçатăн парнисене çĕнсе илессишĕн 31-мĕш йĕлтĕр эстафети иртрĕ. Ăмăртăва хутшăнакансене район администрацийĕн пуçлăхĕ К.Никитин, «Хĕрлĕ ялав» хаçатăн тĕп редакторĕ П.Алексеев, ăмăрту судйи Н.Изосимов саламларĕç, йĕлтĕр çине тăракансене ăнăçу сунчĕç.

Спорт мероприятине райадминистрацин вĕрентÿпе çамрăксен политикин пайĕн пуçлăхĕ Ю.Соколов, ял хуçалăхĕпе çĕр хутшăнăвĕсен пай пуçлăхĕ Д.Иванов, Вăрмар хула тăрăхĕн администрацийĕн пуçлăхĕ С.Егоров, ачасен Вăрмарти спорт шкулĕн директорĕ С.Архипов, строительствăпа обществăлла инфратытăм аталанăвĕн пай пуçлăхĕ А.Тихонов, «Хĕрлĕ ялав» хаçатра ĕçленĕ Н.Васильевпа А.Хованский хутшăнчĕç. Шкул ачисем çĕнтерÿçĕсене валли хатĕрлесе хунă кубоксемпе парнесене пыра-пыра пăхрĕç, хавхаланса старта тăма хатĕрленчĕç. Паллах, кирек епле ăмăртура та чи вăйлисем çĕнтереççĕ. Энĕшпуç, Чупай, Тикаш, Пинер ял тăрăхĕсен ачисем уйрăмах харсăр пулни палăрчĕ.

4-5 класра вĕренекен арçын ачасен командисем хушшинче Пинерти шкулта вĕренекенсем 1-мĕш вырăна тухрĕç. Иккĕмĕш вырăна Тикаш, виççĕмĕшне Чупай шкулĕсенче вĕренекенсем йышăнчĕç. Çак ÿсĕмри хĕр ачасем хушшинче эстафетăна Энĕшпуçсем пĕрремĕш вĕçлерĕç, унтан Кĕтеснерсемпе Чупайсем пулчĕç.

6-7 класс ачисем хушшинче Тикаш шкулĕнчи арçын ачасен команди пĕрремĕш пулчĕ, Шăхальсен команди - иккĕмĕш, Чупайсем виççĕмĕш вырăнсене тивĕçрĕç. Хĕрсем хушшинче вара Чупайсем чи маттуррисем пулчĕç. Вĕсем хыççăн финиша Кĕтеснер, Мăнçырма хĕрĕсем чупса тухрĕç.

8-9 класра вĕренекенсен командисен тупăшăвĕнче Чупай каччисемпе хĕрĕсене çитекенни пулмарĕ. Вĕсем пĕрремĕш вырăнсене тивĕçрĕç. Çак ÿсĕмри каччăсем хушшинче Кĕлкеш шкулĕнче вĕренекенсем иккĕмĕш, Энĕшпуçсем виççĕмĕш вырăнсене тивĕçрĕç. Хĕрсен командисем хушшинче иккĕмĕш вырăна Кĕлкешсем, виççĕмĕшне Шăхальсем йышăнчĕç.

10-11 класс ачисем хушшинче Энĕшпуçсене çитекенни пулмарĕ, каччисем те, хĕрĕсем те пĕрремĕш вырăнсене çĕнсе илчĕç. Каччăсенчен Пысăк Енккассинчи шкул команди иккĕмĕш, Вăрмарти Г.Е.Егоров ячĕллĕ вăтам шкул ачисен команди виççĕмĕш вырăна тухрĕç. 10-11 класра вĕренекен хĕр ачасен ушкăнĕсенчен иккĕмĕш вырăна Вăрмарти шкулта вĕренекенсем, виççĕмĕшне Пысăк Енккассинчи шкулта вĕренекенсем йышăнчĕç. 20-29 çулхи арçынсем хушшинче Энĕшпуçĕнчи Н.Васильев, хĕрарăмсенчен Çĕнĕ Мăнтăрти И.Топтыгина пĕрремĕшсем пулчĕç.

30-39 çулхи арçынсем хушшинче Кивĕ Вăрмарти Э.Мясников пĕрремĕш, Энĕшпуçĕнчи О.Иванов иккĕмĕш, 40-49 çулхи арçынсем хушшинче Мăнçырмари О.Мефодьев финиша пĕрремĕш тухрĕç. 40-рен иртнĕ хĕрарăмсенчен Кивĕ Вăрмарти И.Дмитриева чи маттурри пулчĕ. 50-59 çулхи арçынсем хушшинче Чулкасри Н.Павлов, 60-69 çулхисем хушшинче Вăрмар поселокĕнчи В.Васильев, 70 çултан иртнисем хушшинче Н.Михайлов пĕрремĕш вырăнсене тивĕçрĕç.

Ăмăрту çĕнтерÿçисем хисеп хучĕсемпе парнесене, кубоксене çĕнсе илчĕç. Малашне те сывă пурнăç йĕркине пăхăнса пурăнма шантарчĕç.

Ăмăртăва йĕркелесе ирттерсе яма пулăшнăшăн хаçат редакцийĕ райадминистрацине, райпон обществăлла апатлану предприятине, уйрăм çын предпринимательсене - Грачевсене, Твердовсене, В.Еньковăна, А.Хованские тав тăвать.

Мой МирВКонтактеОдноклассники

Яндекс.Метрика

 

Система управления контентом
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика