13 марта 2013 г.
Çурхи ака-суха ĕçĕсем пуçланиччен вăхăт нумай та юлмарĕ. Кăçалхи çуркунне районти ял хуçалăх предприятийĕсемпе хресчен (фермер) хуçалăхĕсен 10 пин ытла гектар çĕр çинче тĕш тырă тата пăрçа йышши культурăсем акса хăвармалла.
Паха вăрлăх - лайăх тухăç никĕсĕ. Россельхозцентрăн Чăваш Республикинчи филиалĕн Вăрмар районĕнчи уйрăмĕнчен пĕлтернĕ тăрăх мартăн 5-мĕшĕ тĕлне тĕрĕсленĕ 26880 центнер вăрлăхран 19400 центнерĕ кондициллĕ шутланать. Хальхи вăхăтра районта вăрлăх хатĕрлекен хуçалăхсенчен 650 тонна элитлă тĕш-тырă тата 60 тонна çĕр улми вăрлăхĕсене туянса хатĕрленĕ.
Районти ял хуçалăх предприятийĕсенче вăрлăх хатĕрлес ĕç еплерех пынипе кăсăкланса район администрацийĕн пуçлăхĕ К.Никитин, унăн заместителĕ - ял хуçалăхĕпе çĕр хутшăнăвĕсен пайĕн пуçлăхĕ Д.Иванов «Иванов В.А.» хресчен (фермер), «Шигали» хуçалăхĕсене çитсе килчĕç. «Иванов В.А.» хуçалăх Чулхула облаçĕнчен, Тутар, Пушкăрт республикисенчен 345 тонна элитлă тата 20 тонна суперэлитлă вăрлăх туяннă. Кăçал çурхи культурăсене 2000 гектар çинче акса хăварма, çавăн пекех горчица акма 200, кукуруз валли 50 гектар çĕр уйăрма палăртнă. Хуçалăхра 350 тонна минераллă удобрени туяннă, техникăна çур аки ĕçĕсене хатĕрлес ĕç пырать. Кăçал 12 метр сарлакăш илекен çĕнĕ йышши сÿрелемелли агрегат туяннă.
«Шигали» хуçалăхра та ĕç вĕресе тăрать. Хуçалăх пуçлăхĕн тилхепине кăçалхи февралĕн 17-мĕшĕнчен пуçласа малтан çакăнтах тĕп агроном пулса ĕçленĕ В.Тапинов тытса пырать. Хуçалăхра хальхи вăхăтра вăрлăх хатĕрлес ĕç пырать. Урпана алласа пĕтернĕ ĕнтĕ. Ю.Данилов, В.Тарасов, В.Яндутов, Т.Туйми, Г.Александрова, В.Соколов, Н.Сормулатова «Петкус-гигант» ятлă 2 техникăпа усă курса тулă суйлаççĕ. Кунти ĕçе Н.Иванова склад заведующийĕ ертсе пырать. Техникăна Н.Иванов механик пăхса тăрать, тухăçлă ĕçлеттерет. Техника паркĕнче те ĕç шавĕ тăрать. Ака-суха ĕçĕсем умĕн юсавпа хатĕрлев ĕçĕсем пыраççĕ. 11 трактор, груз турттармалли 5 автомашина, тырă выракан 3 комбайн, 9 сеялка, 6 культиватор ĕçе хатĕррипе танах. Техникăна тĕрĕслев витĕр кăларма Г.Иваншкин, Г.Николаев, В.Григорьев хатĕрлеççĕ.
Мăйракаллă шултра выльăх йышĕ 113 пуçпа танлашать, вĕсен шутĕнче 81-шĕ сĕт антаракансем. Кун сиктерсе Шăхальне Канашран сĕт туянма килеççĕ, литршăн 13 тенкĕ параççĕ. Шăхальсем выльăх курăмне çителĕклех хатĕрленĕ, сутса тупăш тумалăх та пур. Кĕрхи культурăсене 250 гектар çинче акса хăварнă. Кăçал çурхи культурăсене 1008 гектар çинче акма тĕллев лартнă. Çавăн пекех районти ытти хуçалăхсенче те çурхи ака ĕçĕсене хатĕрленес ĕç пырать.