АУ «РЕДАКЦИЯ УРМАРСКОЙ РАЙОННОЙ ГАЗЕТЫ "ХĔРЛĔ ЯЛАВ" ("КРАСНОЕ ЗНАМЯ") МИНИНФОРМПОЛИТИКИ ЧУВАШИИОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ

Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Пысăк Енккасси команди - виççĕмĕш вырăнта

12 сентября 2015 г.

Пысăк Енккасси команди - виççĕмĕш вырăнта

Кашни çулах Шупашкарта «Советская Чувашия» хаçат Пресса фестивальне - çăмăл атлетикăпа Республика эстафетине - йĕркелет. Кăçал вăл 77-мĕш хут СССР летчик-космонавтне А.Г.Николаева халалласа иртрĕ. Унта шкул ачисем, студентсем, республика ертÿлĕхĕ, организацисемпе учрежденисем, предприятисем, çемьесем, спорт ветеранĕсем, пичет ĕçченĕсем хутшăнчĕç.

Пирĕн районтан çак ăмăртăва Пысăк Енккасси шкулĕнчи команда та хутшăнчĕ. Вунă ача эстафетăра чупса пысăк çитĕнÿ кăтартрĕ - виççĕмĕш вырăна тухма пултарчĕ. Акă, вĕсем - чăн-чăн маттурсем: Р.Васильев, Л.Степанов, В.Гурьев, М.Павлова (11 класс), А.Аникина, Кристина Яковлева, Ксения Яковлева, А.Ильин (10 класс), Л.Павлова, Н.Александров (8 класс).

- Эпир çак эстафетăна пĕр çул та сиктермен. А.Г.Николаев астăвăмне упратпăр, ятне çÿлте тытма тăрăшатпăр. Вăл пирĕн патăмăрта 1990 çулта пулса курнă, унпа курса калаçнă ял çыннисен ачисем халĕ шкулта вĕренеççĕ, пĕлÿ тĕнчинче хастар пулма тăрăшаççĕ, спорт ăмăртăвĕсенче те тĕслĕх кăтартаççĕ. Иртнĕ çул пирĕн шкул команди иккĕмĕш вырăна тухнăччĕ, маларах тăхăр хутчен вăтам шкулсем хушшинче пĕрремĕш вырăна çĕнсе илнĕччĕ, ытти чухне те яланах малти теçеткере пулнă, - пĕлтерет команда тренерĕ Ю.Архипов.

Спортра каникул çук теççĕ. Пысăк Енккасси шкулĕн çамрăк спортсменĕсем Пресса фестивальне - Республика эстафетине - икĕ уйăха яхăнах хатĕрленнĕ. Эстафетăра кашни спортсменăн пĕр тĕллевпе - команда çитĕнĕвĕшĕн - ăнтăлмалла вĕт. Тăрăшни харама кайман - киле ачасем дипломсемпе, парнесемпе таврăннă.

 

Источник: "Урмарская районная газета"

Первоисточник: В.ЦЫФАРКИН

Мой МирВКонтактеОдноклассники

Яндекс.Метрика

 

Система управления контентом
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика