12 сентября 2015 г.

Аслисем мĕн ĕçлесе пурăннине ачаранах пĕлни питех те лайăх, вырăнлă. Çапла вара ÿссен ача кам пуласси пĕчĕкренех унăн пуçне кĕрсе юлать. Пулас профессине ачаранах суйлама хăнăхтараççĕ районти 2 номерлĕ «Колосок» ача садĕнче вăй хуракансем.
Акă нумаях пулмасть кунти О.Александровапа В.Иванова воспитательсем аслисем мĕнле профессипе ĕçленипе ачасене паллаштарас тĕллевпе экскурси ирттерчĕç. «Уют» тулли мар яваплă обществăри И.Федоров уйрăм çын предпринимательпе калаçса талса ачасене производство цехне экскурсине илсе кайрĕç (ÿкерчĕк çинче). Çак кун тĕлне кунта ятарласа хатĕрленнĕ, ара, ачасем курма килеççĕ-çке! Сĕтел-пукан ăсталакан цеха кĕрсе куриччен ачасене хăрушсăрлăх правилисене тĕплĕн ăнлантарнă. Çапла вара ачасем сĕтел-пукан ăсталакан цехра хăйсем валли нумай интереслĕ япаласем курчĕç, тĕрлĕрен ыйтусем пачĕç. Ачасем экскурсинче пулса курнăшăн питех те савăнчĕç. Халĕ вĕсем пĕчĕккĕ-ха, ÿссе çитĕнсен вĕсенчен хăшĕ те пулин сĕтел-пукан ăсталакан та пулĕ.
Источник: "Урмарская районная газета"
Первоисточник: И.ИВАНОВА.