12 сентября 2015 г.

Хĕрлĕçырти Алексей Николаевич Тихонов - районти чи çамрăк фермерсенчен пĕри. Çак çăмăл мар яваплă ĕçĕн тилхепине ăна икĕ çул каялла ашшĕ - Николай Аверьянович тыттарнă. Çемье подрячĕпе йĕркеленнĕ фермер хуçалăхĕ малалла ăнăçлăн аталанса пырать. Виçĕ çул каялла тырă хумалли 20х8 метрлă склад туса лартрĕç. Кăçал хĕрÿ ĕççи пуçланиччен тепĕр 25х9 метрлă склада туса пĕтерчĕç, ăна асфальт сарса тикĕслерĕç. Кунта халĕ комбайн патĕнчен килекен тырра алласа тасатаççĕ те тепĕр склада куçарса хураççĕ.
Хуçалăхăн тĕш-тырă туса илмелли çĕр лаптăкĕ 90 гектар, çав шутран 45 гектарĕ çинче урпа, 45 гектар çурхи тулă çитĕнтернĕ.
«СК-5-Нива» «хир карапĕн» штурвалне пысăк опыт пухнă Н.Гаврилов механизатор çирĕп тытса пырать. Д.Сергеев пулăшуçи те пуçарулăх кăтартать. Вăл Шупашкарти машинăсем тăвакан техникумран вĕренсе тухнă. Çĕнĕ тырăпа тулнă бункерти тырра икĕ автомашинăпа ашшĕпе ывăлĕ - Николайпа Владимир Тихоновсем турттарса тăраççĕ. Фермер пуçлăхĕн Шупашкарта ĕçлесе пурăнакан Владимир пиччĕшĕ те хĕрÿ ĕççинче ăна пулăшма килсе çитнĕ. О.Григорьев, А.Петров, Н.Карзаков рабочисем те тăрăшуллă. Пултаруллă çамрăксен ашшĕ - Николай Аверьянович 40 çул ытла водительте ĕçленĕ, виççĕмĕш степеньлĕ Ĕç Мухтавĕн орден кавалерĕ тырă турттарнă çĕрте хастарлăх кăтартать.
Хĕрÿ ĕççине хутшăнакансене фермер хуçалăхĕн пуçлăхĕн Алексейăн амăшĕ - Людмила Александровна тутлă пĕçернĕ апатпа тивĕçтерет.
Çакна палăртма кăмăллă: çамрăк фермерăн аслашшĕ - Аверьян Тихонович Тихонов Тăван çĕршывăн Аслă вăрçин хăрушă та мухтавлă çулĕпе паттăррăн утса тухнă. Тăватă орден кавалерĕ. Вăрçă хыççăн 30 çул ытла водительте ĕçленĕ, хуçалăх экономикине тĕреклетессишĕн хăйĕн мĕнпур тăрăшулăхне панă. Паттăр салтакăн мăнукĕ - Алексей 19 çулта чухнех водитель правине илнĕ. Профессионал вăл. Хуть те мĕнле техникăна та «парăнтарать».
«Сăхăт юхан шыв хĕрринчи Хĕрлĕçыр ялĕ çывăхĕнчи тата Шăхаль енчи лаптăкри урпана вырса пĕтертĕмĕр. Тухăç кашни гектартан 30 центнер тухрĕ. Халĕ тулă ани çине куçрăмăр. Вăл та тухăçпа савăнтарать, гектартан 30 центнер ытла тухасса шанатпăр», - пĕлтерет пултаруллă çамрăк организатор Алексей Николаевич. Агротехникăлла мĕнпур мероприятисене вăхăтра тата пысăк пахалăхпа пурнăçланипе тунă çак çитĕнĕве. Иртнĕ çул туса илнĕ тырра Шупашкарти элеватора тата райпона чылай сутнă. Кăçал та Шупашкарти элеваторпа килĕшÿ тунă. Халĕ Чăваш Республикин Çĕрпÿри тырă йышăнакан пункта тырă леçме пуçланă.
Н.Тихонов, А.Тихонов, Р.Сергеев тырă хумалли çĕнĕ складра.
Источник: "Урмарская районная газета"
Первоисточник: А.ХОВАНСКИЙ.