АУ «РЕДАКЦИЯ УРМАРСКОЙ РАЙОННОЙ ГАЗЕТЫ "ХĔРЛĔ ЯЛАВ" ("КРАСНОЕ ЗНАМЯ") МИНИНФОРМПОЛИТИКИ ЧУВАШИИОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ

Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » «Советская Чувашия» хаçат призĕсене çĕнсе илессишĕн спорт ăмăртăвĕсем иртнĕ

09 сентября 2015 г.

«Советская Чувашия» хаçат призĕсене çĕнсе илессишĕн спорт ăмăртăвĕсем иртнĕ

Сентябрĕн 5-мĕшĕнче Чăваш Енĕн мухтавлă ывăлĕ - Совет Союзĕн икĕ хут Геройĕ, авиаци генерал-майорĕ, Чăваш Республикин тата унăн тĕп хулин хисеплĕ гражданинĕ Андриян Григорьевич Николаев СССР летчик-космонавт çуралнăранпа 86 çул çитнине халалласа тата «Советская Чувашия» хаçат призĕсене çĕнсе илессишĕн спорт ăмăртăвĕсем иртнĕ.

Чăваш Республикин Пуçлăхĕн тивĕçĕсене вăхăтлăх пурнăçлакан М.Игнатьев спортфестивальне хутшăннă, ăмăртусене килнисене саламланă. Михаил Васильевич çынсене спорт пĕрлештернине, лайăх кăмăл-туйăм парнеленине асăннă. «Чăваш Енре патшалăх политикин тĕп çул-йĕрĕсенчен пĕри - спорт çине тимлĕх уйăрасси, сывă пурнăç йĕркине тытса пыма халăха ытларах та ытларах явăçтарасси. Регионта юлашки çулсенче сахал мар спорт сооруженийĕсене çĕклесе лартнă. Спорт мероприятийĕсем те тăтăшах Раççей, регион шайĕнче иртеççĕ. Паянхи кун спорт уявне килнисене ырласа тав тăватăп», - тесе каланă М.Игнатьев. Çăмăл атлетикăпа Раççейĕн пĕрлештернĕ командин тĕп тренерĕ Ю.Борзаковский хăйĕн сăмахĕнче Чăваш Енре ертÿçĕсем спорта аталантарса пыма питĕ нумай ĕç пурнăçланине асăннă. Кун пек пысăк кăтартусем урăх нимĕнле регионта та пулманнине палăртнă. Журналистсен ыйтăвĕсене хуравланă май, вăл çапла пĕлтернĕ: «Палăртнă вăхăтпа усă курса, Чăваш Ен Пуçлăхĕн тивĕçĕсене вăхăтлăх пурнăçлакан М.Игнатьева пысăк тав калатăп. Сезон вăхăтĕнче Раççейĕн пĕрлештернĕ ушкăнĕ çăмăл атлетикăпа старта тухма шăпах та Чăваш Енре хатĕрленчĕ. Чăваш Республикинче питĕ нумай спорт ăмăртăвĕсене ирттернĕ, вĕсем пурте пысăк шайра иртнĕ. Нумаях пулмасть Европа Чемпионачĕ иртрĕ. Республика хăнасене чаплă кĕтсе илчĕ, пурне те хăйĕн тараватлăхĕпе тĕлĕнтерчĕ. Ют çĕршывсенчен килнисем ырă енпе тĕлĕнмеллипех тĕлĕнчĕç. Кун пек лайăх Чемпионат нихăш регионта та иртменнине, вĕсемшĕн чи лайăх ăмăртусем пулнине палăртнă. Вĕсене ырăпа кĕтсе илни те нумайлăхах вĕсен асĕнче юлĕ. Михаил Васильевич спорта аталантарас тĕлĕшпе питĕ хытă тăрăшать. Республикăра спорт çÿллĕ шайра тăрать. Манăн Чăваш Енре сахал мар юлташсем, вĕсем пурте Чăваш Республикинче хăйсене пурăнма килĕшнине, кунта спорта аталанса пыма пур условисем те çителĕклĕ таран пулнине çирĕплетсе параççĕ», - тенĕ сумлă хăна. Чи малтанах VIP-чупăва ертÿçĕсем тухнă. Ăмăртăва Чăваш Республикин Пуçлăхĕн тивĕçĕсене вăхăтлăх пурнăçлакан М.Игнатьевпа пĕрле Чăваш Республикин Патшалăх Канашĕн депутачĕсем, ĕç тăвакан влаç органĕсенче тăрăшакансем, вырăнти хăй тытăмлăх органĕсенче вăй хуракансем тата ытти официаллă çынсем чупнă (ÿкерчĕк çинче). Ăмăрту 16 ушкăнпа иртнĕ: вĕсен хушшинче Чăваш Республикинчи ятарлă учрежденисенчи (коррекциллĕ) командăсем, ача-пăчасемпе çамрăксен спорт шкулĕсенчи тата инвалидсен клубĕнчи, массăллă информаци хатĕрĕсен, спорта юратакан çемьесен, спорт ветеранĕсен, Чăваш Енри влаç органĕсен, район тата хула администрацийĕсенче, ял тăрăхĕсенче ĕçлекенсен командисем хутшăннă. Çавăн пекех пирĕн район администрацийĕн, «Хĕрлĕ ялав» хаçат редакцийĕнче ĕçлекенсен, Г.Е.Егоров ячĕллĕ вăтам, Пысăк Енккассинчи вăтам шкул командисем, Çĕнĕ Кавалти А.Красновсен çемйи хутшăннă. Пысăк Енккассинчи вăтам шкул команди 3-мĕш вырăн йышăннă, вĕсене наградăсем парса хавхалантарнă. Журналист-спортсменсене Чăваш Республикин Министрсен Кабинечĕн Председателĕн заместителĕ - ЧР информаци политикипе массăллă коммуникацисен министрĕ А.Иванов призсем панă. Корпоративлă массăллă информаци хатĕрĕсем хушшинче И.Я.Яковлев ячĕпе хисепленекен чăваш патшалăх педагогика университечĕн «Педвузовец» хаçатăн пĕрлештернĕ команди чи лайăххисен шутне кĕнĕ.

 

Источник: "Урмарская районная газета"

Первоисточник: И.АНТОНОВА.

Мой МирВКонтактеОдноклассники

Яндекс.Метрика

 

Система управления контентом
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика