05 сентября 2015 г.

Аслă Отечественнăй вăрçăра çĕнтернĕренпе 70 çул çитнĕ май Урнар ял халăхĕн пархатарлă ĕçĕ пирки çырса кăтартни начарах пулмасть пулĕ тетĕп. Пирĕн ял халăхĕн ăнланулăхĕ, патриотизм туйăмĕ çÿллĕ шайра пулнишĕн савăнни, ăна ырăпа палăртса хăварас килни хистерĕ мана çак статьяна çырма.
Аслă Отечественнăй вăрçăра пуçĕсене хунă паттăр ял-йышсене халалласа1965-1970 çулсенче палăксем лартас ĕç анлă сарăлнăччĕ. Çав çулсенче кирпĕчрен купаласа лартнăччĕ пирĕн ялти палăка та. Хитрен курăнатчĕ вăл çĕнĕлле, чуна савăнтаратчĕ. Анчах та çулсем иртнĕçемĕн палăк кивелсе илемсĕрленчĕ, ишĕрĕлчĕ. Кашни çул Çĕнтерÿ кунĕ тĕлне сăрласа тирпейлесе тăни те пулăшаймарĕ, çулсем хăйĕннех турĕç.Тирпейлесе тăма кашни çулах нумай укçа-тенкĕ тăкакланатчĕ.
Виçĕмçул Пысăк Енккасси ял тăрăхĕн администрацийĕ пуçарăвĕпе, Саруй ял халăхĕ хăй кĕсйинчен укçа пухса, питĕ меллĕ вырăнта - халăх йышлă пухăнакан çĕрте - ял клубĕ çывăхĕнче тимĕртен çĕнĕ палăк туса лартрĕç. Урнарсем вара кăçал февраль уйăхĕнче иртнĕ ял халăх пухăвĕнче çĕнĕ палăк лартма калаçса талчĕç. Ăна хăпартса лартма çăмăлах пулмарĕ. Тĕрлĕ пăтăрмахсемпе йывăрлăхсене çĕнтерме тиврĕ, укçи-тенки те çитсех пымарĕ. Ял халăхне палăк проекчĕн авторĕ, «Электрон» тулли мар яваплă обществăн пуçлăхĕ Ф.Никифоров çав тери нумай пулăшрĕ. Палăк вырăнне тасатса тирпейлеме, картине вырнаçтарса лартма плитисене хурса тухма, чечексем лартса илемлетме ялти нумай çынсем хутшăнчĕç. Йывăртарах ĕçсене тунă çĕрте М.Григорьев, Н.Иванов,С.Тимофеев ырă тĕслĕх кăтартрĕç. Шкул ачисем те хăйсен вăйĕ çитнĕ таран палăк тунă çĕре хутшăнма тăрăшрĕç. Палăк йĕри-тавра карта тытнă çĕрте шăратса çыпăçтаракансем те кирлĕ пулчĕç. Кунта Н.Максимов ĕçлерĕ, ăна пулăшса пыракансем О.Расколовпа Г.Павлов пулчĕç. О.Расколовпа мăшăрĕ Алина палăк тунă çĕрте ытти ĕçсене ĕçленипе пĕрлех хăйăр, цемент, плитасем те тиесе илсе пычĕç. Палăкăн никĕсне тимĕртен тытса çавăрнă çĕрте П.Купринăн ыркăмăллăхĕ сисĕнчĕ, вăл хăйĕн ĕçченлĕхĕпе те палăрса тăчĕ. Н.Максимовăн палăк тунă çĕре хутшăнма май килменнине пула килĕнчи тимĕр листисене, тимĕр арматурине тата ыттине те пĕр хĕрхенмесĕр мĕн кирлĕ çавна парса пулăшрĕ. Н.Никифоровпа Н.Константинов ĕçлесе хастарлăхĕпе палăрчĕç. Палăк никĕсне майласа хурсан Н.Никифорова сăрăпа сăрласа илемлетрĕ. Г.Никитин, В.Шишкин, В.Фомин плитасене вырнаçтарса цементпа хытарса хучĕç, чечексем лартма хура тăпра турттарчĕç. Шкул ачисем палăк йĕри-тавра чăрăшсем лартса пулас пĕчĕк паркăн пĕрремĕш утăмне турĕç. Çак ырă ĕçе пуçараканĕ В.Константинова йĕри-тавра чечексем лартса тухрĕ. Чăнахах та хитре те илемлĕ палăк çĕкленсе ларчĕ Аслă Çĕнтерÿ 70 çул тултарнă кун тĕлне. Çĕнĕ палăк умĕнче иртекен чаплă митинга ял халăхĕ йышлă пухăнчĕ. Вĕсем хăйсем пуçтарнă укçи сая кайманшăн чунтанах савăнчĕç, ĕçлеме хутшăнакансене мухтарĕç. Ялтан Аслă Отечественнăй вăрçа тухса кайса ĕмĕрлĕхех унта пуçĕсене хунисене, тыл ĕçченĕсене, вăрçă участникĕсене халалласа лартнă палăк халĕ ялта пурăнакансенчен хăйне евĕрлĕ парне пулчĕ тесе каласан пĕрре те йăнăшмастăп. Çак сăмахсемпе манпа ялта пурăнакансем килĕшеççех пулĕ тетĕп. Çапла çав, халăхпа пĕрле тăрăшсан нумай ĕçе пурнăçлама пулать.
Источник: "Урмарская районная газета"
Первоисточник: Н.НИКИФОРОВ.