АУ «РЕДАКЦИЯ УРМАРСКОЙ РАЙОННОЙ ГАЗЕТЫ "ХĔРЛĔ ЯЛАВ" ("КРАСНОЕ ЗНАМЯ") МИНИНФОРМПОЛИТИКИ ЧУВАШИИОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ

Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Яваплăх - малти вырăнта

05 сентября 2015 г.

Яваплăх - малти вырăнта

Авăн уйăхĕн 6-мĕшĕнче нефтьпе газ промышленноçĕн ĕçченĕсен кунне паллă тăватпăр. Асăннă сферăра вăй хуракансен ĕçĕ-хĕлĕ пĕтĕм çынлăхшăн калама çук пысăк пĕлтерĕшлĕ. Вĕсен пархатарлă ĕçĕнчен пирĕн пурнăç хăтлăлăхĕ килет-çке.

«Газпром газораспределения Чебоксары» акционерсен обществин Куславккари филиалĕн Вăрмарти газ участокĕнче паян пурĕ 46 çын тăрăшать. Пирĕн тĕп тĕллев - халăха пĕр чарăнмасăр тата аварисĕр газпа тивĕçтересси. Çакна тĕпе хурса паянхи кун поселокри Некрасов урамĕнчи 27 хваттерлĕ çуртра газ кĕртетпĕр, çавăн пекех çынсен хуçалăхĕсенчи газ счетчикĕсене тата юрăхсăра тухнă котелсене улăштаратпăр тата ытти те. Çак ĕçре нумай çул тăрăшакансене палăртас килет: М.Кузьмина кладовщик, А.Романов аслă мастер, Ю.Тимофеев ПТО инженерĕ, В.Михайлов СВДГО мастерĕ (ÿкерчĕк çинче), В.Адюков слесарь, А.Филиппов водитель-слесарь, А.Владимиров слесарь тата ыттисем те пултарулăхĕпе палăраççĕ.

 

Источник: "Урмарская районная газета"

Первоисточник: Н.ВАСИЛЬЕВ.

Мой МирВКонтактеОдноклассники

Яндекс.Метрика

 

Система управления контентом
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика