05 сентября 2015 г.

2015-2016 çулхи вĕренÿ çулĕсенче районти вĕренÿ учрежденийĕсенче пĕтĕмĕшле 2330 вĕренекен пĕлÿ пухать, 226 ача пĕрремĕш класа кайрĕ. (2014-2015 çулхи вĕренÿ çулĕсенче - 2373, пĕрремĕш класра - 227 ача вĕреннĕ). Районта пĕлÿ парас ĕçре пĕтĕмĕшле 285 вĕрентекен тăрăшать, вĕсенчен 95,8 проценчĕ аслă пĕлÿллĕ, 4,2 проценчĕ - ятарлă вăтам пĕлÿллĕ. 2015 çулхи июнĕн 1-мĕшĕ тĕлне районти шкулсенче аслă категориллĕ вĕрентекенсем - 93 (32,6 процент), пĕрремĕш категориллĕ - 185 (64,9 процент).
Кĕр кунĕн пĕрремĕш кунĕнче эпир пĕлÿ кунне паллă тăватпăр. Çак кун вăл - пĕрремĕш шăнкăрав сасси, ачасен çĕкленÿллĕ кăмăл-туйăмĕ, хĕрачасемпе арçын ачасен капăр тумĕ, хитре чечексем. Пĕрремĕш класа каякан шăпăрлансемшĕн вара сентябрĕн 1-мĕшĕ чи кĕтнĕ кун. Ашшĕ-амăшĕ те пĕрремĕш хут шкул çулне çитнĕ хăйĕн пепкине вĕрентекен аллине парать, çакă, паллах, савăнăçлă та, çав вăхăтрах пăлхануллă самант. Класран класа куçса пыраканнисем вара çу вăхăтĕнче пĕр-пĕриншĕн, вĕрентекенсемшĕн тунсăхласа çитнĕ ĕнтĕ.
Пĕлÿ кунĕ ячĕпе Вăрмарти Г.Е.Егоров ячĕпе хисепленекен пĕтĕмĕшле пĕлÿ паракан вăтам шкулта чаплă лару-тăрура линейка иртнĕ. 2015-2016 çĕнĕ вĕренÿ çулĕ пуçланнă ятпа район администрацийĕн пуçлăхĕ А.Тихонов, ЧР культура, национальноç ĕçĕсемпе архив ĕçĕн министрĕн заместителĕ Т.Казакова, ЧР Патшалăх Канашĕн депутачĕ Г.Васильев, райадминистрацин пуçлăхĕн заместителĕ - вĕрентÿпе çамрăксен политикин пайĕн начальникĕ Ю.Соколов, Вăрмар хула тăрăхĕн администрацийĕн пуçлăхĕ С.Егоров, Вăрмар район депутачĕсен Пухăвĕн депутачĕ Г.Петров саламлама килнĕ.
Район администрацийĕн пуçлăхĕ А.Тихонов пĕлÿ патне туртăнни яланах пысăк пĕлтерĕшлĕ тата хальхи вăхăтра уйрăмах та пĕлÿ пахалăхне ÿстерме пĕтĕм условисем çителĕклĕ пулнине палăртнă май ачасене пĕлÿ тĕнчине хăюллăнах кĕмешкĕн ыр сунчĕ. 2015-2016 вĕренÿ çулĕсенче шкулта уйрăмах палăрнă пултаруллă ачасем: Т.Абашидзе, Ю.Осипова, Д.Пугачева, И.Иванова район администрацийĕн пуçлăхĕн ятарлă стипендине илсе тăрасси çинчен каларĕ А.Тихонов. Физкультура предметне вĕрентекен М.Степанова район администрацийĕн пуçлăхĕ Тав çырăвĕпе чысларĕ.
Пинерти пĕтĕмĕшле пĕлÿ паракан тĕп шкулти вĕрентекенсемпе вĕренекенсем çĕнĕ вĕренÿ çулне тĕплĕн хатĕрленнĕ: капмар та илемлĕ, çĕнĕ шкул умĕнче тĕрлĕ тĕслĕ чечексем пĕр тикĕссĕн ÿсеççĕ, хăйсен илемĕпе пире тыткăнлаççĕ, шкул умĕнче фонтан ĕçлет, кунашкалли вара районти ял тăрăхĕсенче пĕрре кăна. Вĕренмелли классем çутă та таса. Пĕлÿ кунĕнче кăвак тÿпере сарă хĕвелĕ йăл-йăл кулса, ăшшăн пăхса ăсатать шкул сукмакне кăçал пĕрремĕш çул такăрлатакан пилĕк шăпăрлана. Пĕтĕмĕшле кунта 2015-2016 вĕренÿ çулĕсенче 82 ача пĕлÿ пухма тытăнĕ. Вĕсене çĕнĕ вĕренÿ çулĕ пуçланнă ятпа саламлама район администрацийĕн вĕрентÿпе çамрăксен политикин пайĕн информаципе методика центрĕн методисчĕ Н.Хисамова, район администрацийĕн финанс пайĕн начальникĕ А.Енькова, Вăтакаспа Пăртас чиркĕвĕсенчи Протоиерей Иоанн, Пинер ял тăрăхĕн администрацийĕн пуçлăхĕн заместителĕ Л.Боредская килнĕ.
Савăнăçлă линейкăна шкул директорĕ Г.Боредский уçрĕ. Герман Станиславович ачасемпе вĕрентекенсене çĕнĕ вĕренÿ çулĕ пуçланнă ятпа саламларĕ, лайăх паллăсемпе кăна вĕренмешкĕн, çĕнĕ çитĕнÿсем тумашкăн ăнăçу сунчĕ. Унтан пĕрремĕш класа каякансене шкула каймалли портфельсем пачĕç. Шкул умĕнчи фонтан пурин кăмăлне те çĕклет, ăна укçа-тенкĕпе тата хăйсен вăйĕпе тума пулăшнă нумай çынна - С.Петрова, Л.Алексеева, С.Павлова, А.Иванова, Э.Арефьева, Н.Иванова, В.Андреева, В.Семенова, А.Иванова тата ыттисене те Тав хучĕсемпе хавхалантарчĕ Г.Боредский. Уява пĕрремĕшпе тăххăрмĕш классем театрализациленĕ кăтартупа илем кÿчĕç.
Унтан пурте классене кĕчĕç, «Эпĕ - талантлă» темăпа пĕрремĕш урок иртрĕ.
Источник: "Урмарская районная газета"
Первоисточник: И.АНТОНОВА, А.ЧЕРНОВ.