02 сентября 2015 г.

Раççей ветеринарĕсем хăйсен праçникне халиччен официаллă майпа уявламан. Халĕ вара Патриарх хушăвĕпе чĕр-чунсене хÿтĕлесе тăракан Флорпа Лавр çветтуйсене хисеплесе вĕсен кунĕнче - августăн 31-мĕшĕнче - ветеринарсен кунне уявлаççĕ. Ăна православи чиркĕвĕн календарьне те кĕртнĕ. Халăхра мĕн авалтан «медицина - çынсене, ветеринари вара этемлĕхе сыватать», тенĕ. Çак каларăшран ветеринари ĕçченĕсем мĕн ĕçлесе пыни йăлтах куç умне тухса тăрать.
Уяв умĕн ятарласа районти ветеринари службине çитсе килтĕм. Тĕрлĕ çăлкуçсенчен пĕлнĕ тăрăх районта çак служба 1927 çултанпах ĕçлет. Паянхи кунччен унăн ячĕ тĕрлĕрен пулни паллă. Халĕ вăл «Чăваш Республикин бюджет учрежденийĕн «Выльăх-чĕрлĕх чирĕсемпе кĕрешекен Вăрмар районĕнчи станци» патшалăх ветеринари служби» ятлă. Ăна вара нумай çулсем ĕнтĕ Вячеслав Михайлович Александров ертсе пырать. Коллективра 27 çын ĕçлет. Вĕсен çитĕнĕвĕсем - руководителĕн мăнаçлăхĕ.
Вячеслав Михайловичран паян хăйсен ĕçĕ-хĕлĕпе паллаштарма ыйтрăм:
– Ветеринари врачĕн тата унта вăй хуракансен профессийĕ калама çук пысăк пĕлтерĕшлĕ. Кунта ĕçлеме ăс-тăнсăр пуçне тата вăй та кирлĕ. Чĕлхесĕр выльăха сыватма тухтăрăн ăна ăнланма, хĕрхенме пĕлни, туйăмĕ, опычĕ кирлĕ. Выльăх чирĕсемпе хирĕç кĕрешекен станци тени хăйех эпир вырăнти выльăха тĕрлĕ усал чир-чĕр ан çаклантăр тесе ĕçленине пĕлтерет. Профилактикăлла ĕçсене тăтăшах ирттернине пулах ерекен чирсен çулне пÿлсе пыратпăр. Район территорийĕнче паянхи куна уртаракан чиртен 162 лашана, 3390 мăйракаллă шултра выльăха, качака-сурăхсене 4002 пуç, кушаксене - 353, йытăсене 571 пуç прививкăсем тунă. Çĕпĕр язвинчен асăрханса 185 лашана, 6950 пуç мăйракаллă шултра выльăха, 8342 пуç качака-сурăхсене профилактикăлла мероприятисем туса ирттернĕ. Юнашар районсенче уртаракан чирсем хуçаланнине кура хамăр район территорине çак усал чир килсе ан çаклантăр тесе питех те нумай вăй хутăмăр. Тăрăшни сая каймарĕ, паянхи кун ку чирпе аптранине тĕл пулман. Чирлесен мар, чирличчен сыватмалла текен тĕллевпе ĕçлетпĕр. Çак майпах лейкоза хирĕç кĕрешессипе те ĕçсем аван пыраççĕ. Паянхи куна ку чир ĕнесенче палăрнине тупса пырса вĕсенчен хăтăлма тăрăшатпăр. Пирĕн ĕç тĕрлĕ енлĕ терĕмĕр, чир-чĕрпе кĕрешнисĕр пуçне çын сывлăхĕ те малти вырăнта. Çынсем таса продуктпа тăранса пурăнччăр тесе те тĕрлĕрен мероприятисем туса ирттеретпĕр. Ку енĕпе кунта ĕçлекен врачсемпе фельдшерсен тăрăшулăхĕ питех те палăрать. Акă, тĕслĕхрен, И.Огурцова (Кавал участокĕ), А.Шуйская (Кĕлкешпе Пысăк Енккасси), Л.Иванова (Тикаш), Э.Савельева (Мăнçырма), В.Львова (Арапуç) ветеринари ĕçченĕсене ырăпа палăртса хăвармалла. Вăрмар поселокĕнчи тĕп пасарти лаборатори заведующийĕ О.Иванов та хăйĕн ĕçĕнче чăн ăста. Çапла, харпăр хăй ĕçне пĕлсе те тĕплĕ туса пыракан коллективпа малашлăх тĕллевĕсене пурнăçлама та аван.
Профессиллĕ уяв ячĕпе вĕсен коллективне саламлама район администрацийĕн пуçлăхĕ А.Тихонов тата унăн заместителĕ - ялхуçалăх пайĕн начальникĕ Д.Иванов килсе çитнĕ. Уяв ячĕпе ăшă сăмахсем каласа ĕçре уйрăмах палăрнисене чысланă. Нумай çул çак ĕçре яваплăха туйса ĕçленĕ Кавалти ветеринари участокĕнчи заведующине И.Огурцовăна Чăваш Республикин ялхуçалăх министерствин Хисеп грамотине* Шăхальти ветеринари участокĕн заведующине З.Скворцовăна тата Е.Лаврентьева санитара Чăваш Республикин Патшалăх ветеринари службин Тав хучĕсене* Арапуç ветеринари участокĕн заведующине В.Львовăна ЧР Патшалăх ветеринари службин Хисеп грамотине парса чысланă. Ветеринари ĕçĕнче нумай çул яваплăха туйса ĕçленĕшĕн тата коллектива ăнăçлă ертсе пынăшăн районти ветеринари службин начальникне В.Александрова ЧР Патшалăх службин Хисеп грамотине парса наградăланă. «Ĕçне кура - хисепĕ», - теççĕ халăхра. Ветеринари службин ĕçченĕсем çак хисепе чăннипех те тивĕçлĕ, малашне те çаплах пултăрччĕ.
Источник: "Урмарская районная газета"
Первоисточник: А.НИКОЛАЕВА.