26 августа 2015 г.
Çакăн пек девизпа пурăнма тăрăшаççĕ Кĕлкеш ялĕнчи аялти кÿршĕ çыннисем. Хăйсен ачи-пăчисене те çапла пулма вĕрентсе пыраççĕ. Халиччен çынни те, ачи-пăчи те урамра питĕ нумайччĕ-ха, халĕ ачасем сахалтарах. Вĕсем пултаруллă та харсăрскерсем, кунĕ-кунĕпе лара-тăра пĕлмеççĕ. Çуллахи каникула пăхмасăрах библиотекăри кĕнекесене «шĕкĕлчеççĕ» кăна, çаплах тавракурăма ÿстереççĕ, хăйсемех урамра уроксем ирттереççĕ, килтисене тĕрлĕ ĕçпе пулăшма та манмаççĕ, выляççĕ, савăнаççĕ. Çавăн пекех кÿршĕ çыннисене пĕрле пуçтарса савăнтарма та ĕлкĕреççĕ. Çулсеренех вĕсем урамра интереслĕ концертсем йĕркелеççĕ: юрлаççĕ, ташлаççĕ, сценкăсем шутласа лартаççĕ, вăйă, ыйту-хуравсем хатĕрлеççĕ.
Кам та пулин тĕрлĕ чăрмава пула концерта çитсе ĕлкĕреймесен вара шутсăр пăшăрханаççĕ пĕчĕкскерсем, çавăнпа та çав тĕлерех кайса тата тепĕр концерт лартаççĕ. Хăйсемех пурне те шутласа-шыраса тупаççĕ, хатĕрленеççĕ, репетицисем тăваççĕ (вăрттăн, никам сисмелле мар, костюмсене тата халăха лармалли тенкелсене хатĕрлесе хураççĕ). Пулас режиссер, артист, художник ачаранах пуçланать пулĕ çав.
Камсем-ха вĕсем? Паллашар-ха. Чи кĕçĕнни Л.Егорова, 2 класа вĕренме куçрĕ ĕнтĕ, унтан 3 класс хĕр пĕрчисем: Г.Сидорова, И.Романова, С.Каприлова тата 6 класри С.Егорова ăста организатор.
Ку хутĕнче хĕрсем акробатика хусканăвĕсемпе тĕлĕнтерчĕç. Уйрăмах И.Романовăпа Л.Егорова колесо, мостик, сальто тума тата алăсем çинче çÿреме маçтăр пулчĕç. Çавăн пекех хĕрсем тĕрлĕ чĕлхепе юрăсем юрларĕç, пĕр вăхăт «Бурановские бабушки» те пулса кăтартрĕç, пурнăçра, шкулта мĕнле пулмалли çинчен сценкăсем вылярĕç. Г.Сидорова вара чăвашла илемлĕ сăвă калăпларĕ. Çакăн пек лару-тăрура куракансем те юрламасăр чăтаймарĕç, пĕрле юрăсем шăрантарчĕç. Уйрăмах З.Жандарован пурнăç юрри тыткăнларĕ. Ывăннă пек пулсан вара С.Егорова ытти ачасемпе куракансене вăйăсем выляттарчĕ. Мероприяти вĕçĕнче куракансене ачасем алăпа тунă пĕчĕк парнесем пачĕç.
Концерт ял историйĕнчи паллă вырăнта иртрĕ. Çав вырăн вăл пракал (переулок). Мĕнпе илĕртет-ха ачасене çак асамлă вырăн/ Çак пракал ?переулок% ял историне кĕрсе юлнă. Ваттисем каланă тăрăх, ĕлĕк-авалах çак вырăнта вăйăсем иртнĕ. Унта таврари ?çав шутрах тĕрлĕ районсенчи% çамрăксем вăйă картине пуçтарăннă. Чылайăшĕ çавăнта хăйĕн телейне тупса çемье çавăрнă. Пур ачан та хăйĕн çемйине, кÿршĕ-тăванне, тус-юлташне, çутçанталăка, тăван килне, ялне, шкулне, ашшĕ-амăшне, тăван яла, кĕтесе, урама, çĕршыва юратса, йăх-тĕпе, тăван чĕлхене, историне пĕлсе ÿсмелле.
Çак пĕчĕк шăпăрлансем çакна туйса-пĕлсе пурăннипе, туслă пурăнма, ваттисене хисеплеме, савăнма тата савăнтарма пĕлнипе ял çыннисем питĕ кăмăллă. Вĕсем ытти ачасемшĕн ырă тĕслĕх пулса пыраççĕ.
Источник: "Урмарская районная газета"
Первоисточник: С.КОРНИЛОВА.