26 августа 2015 г.

«Çăкăртан асли çук», - тенĕ мĕн авалтан. Çакă вăл паянхи кун та вăйне çухатман. Вăл чăнах та пурнăç тыткăчи.
Иртнĕ кунсенче район администрацийĕн пуçлăхĕ А.Тихонов «Вăрмарти çăкăр завочĕ» тулли мар яваплă обществăра пулса кунти ĕç-хĕлпе кăсăкланнă. Предприяти директорĕ М.Федорова çăкăр завочĕ туса кăларакан продуктсемпе паллаштарнă.
Кунта паянхи куна 45 çын вăй хурать. Кăçалхи 7 уйăхра вĕсем 14900,8 пин тенкĕлĕх тĕрлĕ продуктсем туса кăларнă, ку иртнĕ çулхи çак вăхăтри кăтартупа танлаштарсан 107,0 процент пулать. Хăйсем туса кăларнă продукцие 14403,4 пин тенкĕлĕх тиесе ăсатнă (107,2 процент). Çăнăхран тĕрлĕ изделисем пĕçересси тата пулăна тĕтĕмлетесси, тăварласси палăрмалла ÿснĕ.
«Эпир туса кăларакан продуктсен ассортиментне ÿстерсех пыратпăр, çурма фабрикатсен производствине те районти çынсем килĕштерсех туянаççĕ. Сăмах май каласан кăçал печенин çĕнĕ сортне пĕçерме пуçланă (ÿкерчĕк çинче). Чăвашпотребсоюз предприятсем хушшинче ирттерекен «Чи лайăх продукт» конкурсра «Вăрмарти çăкăр завочĕ» тулли мар яваплă общество «Алкогольсĕр чи лайăх пылак шыв» номинацире иккĕмĕш вырăн йышăннă. Çавăн пекех çак конкурсра «Чи лайăх çăкăр-булка изделийĕ-2015» номинацие хутшăнса призлă вырăна çĕнсе илнĕ. «Чăваш Республикинчи потребительсен кооперацийĕн чи лайăх çăкăр пĕçерекенĕ» конкурсра «Çĕнтерĕве - ирĕккĕн» номинацире лайăххисен шутне кĕнĕ», - тенĕ М.Федорова предприятин ĕçĕ-хĕлĕпе паллаштарса.
«Пирĕн тĕп тĕллевсенчен пĕри - районти халăхăн пурнăç условийĕсене лайăхлатасси тата ĕç вырăнĕсемпе тивĕçтересси, вĕсем хамăр районта ĕçлесе çемйипе пĕрле пурăнса ачисене тĕрĕс-тĕкел пăхса çитĕнтерччĕр тесе тăрăшасси. Ĕçлекен çын ĕç укçине те тивĕçлипе илме пултартăр», - тенĕ А.Тихонов кунта вăй хуракансемпе калаçнă май. Çавăн пекех район администрацийĕн пуçлăхĕ çăкăр заводĕнче ĕçлекенсене çĕнĕрен те çĕнĕ продуктсем туса кăларса туянакансен йышне ÿстерсе пыма тата ĕç пахалăхне çÿллĕ шайра тытса пыма ăнăçу суннă. Ку енĕпе пурин те çине тăрса ĕçлемеллине палăртнă Александр Иванович.
Источник: "Урмарская районная газета"
Первоисточник: А.ЧЕРНОВ.